Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Тăван чĕлхепе – пособи

Тăван чĕлхепе – пособи

Елчĕкри вăтам шкулти пуçламăш классен вĕрентекенĕсем Вера Молоствовăпа Алена Данилова «Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе» вĕренÿ пособийĕ пичетлесе кăларнă.

Вĕсем ачана мĕнпур ĕç никĕсне пĕчĕкрен хăнăхтарни ăна пурнăç çулĕпе утма çăмăллине, тăван чĕлхепе пуçламăш классенченех тĕплĕн те анлăн паллашмаллине палăртнă.

– Паян ИКТ технологийĕсемпе усă курса программăпа килĕшÿллĕн вĕреннĕ материала доска çине кăларма, кашни ача умне уйрăм пичетлесе хума майсем пур. Пособире панă диктантсене, хăнăхтарусене усă курни ачасен çыру пуплевне аталантарма пулăшĕ, – теççĕ харсăр педагогсем.

1-2-мĕш классем валли хатĕрленĕ пособие Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн пуçламăш вĕренÿ кафедри ырланă. Вера Геннадиевнăпа Алена Николаевнăн кĕнеки пуçламăш классен вĕрентекенĕсене усăллă пулĕ.

В.ВАНЮШКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code