Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Грипп ан ертĕр

Грипп ан ертĕр

Кашни çулах, çанталăк сивĕтсен, шăннипе пулакан ытти чирпе аптăракансен йышĕ ÿсет. Шел те, çынсем час-часах сывлăхĕпе тимлĕ мар, чир хăй тĕллĕн иртессе шанаççĕ. Анчах сипленмесен чир шала кайма пултарать. Çакна нихăçан та ан манăр.

Грипп – вирус пуçаракан çивĕч инфекци чирĕ. Вирус ялан улшăнса тăнипе палăрать, çавăнпа кашни çулах унăн çĕнĕ тĕсĕпе тĕл пулатпăр. Инфекци çăлкуçĕ – чирлĕ çын. Вăл аптăраса ÿкнĕрен пуçласа 5-7 кун ыттисене грипп ертме пултарать. Тĕпрен илсен – сывлăш-тумлам мелĕпе. Йăла япалисем, теттесем, аялти кĕпе-йĕм, савăт-сапа урлă куçма пултарнине те асăрхаттараççĕ. Ÿсĕрнĕ, сунасланă, калаçнă чухне сывлăша грипп вирусĕллĕ микропайсем сирпĕнсе тухаççĕ, 2-10 метр инçĕшне сарăлаççĕ. Сунасланă, ÿсĕрнĕ вăхăтра сăмса-çăвара салфеткăпа е алăпа хупламалла, ыттисене хÿтĕлеме тăрăшмалла. Çакна аса илтеретпĕр: чире ура çинчех ирттерекен пĕр çын 20 çынна вирус ертме пултарать.

Грипăн инкубаци тапхăрĕ кĕске – 2-3 кун. Унăн пуçламăшĕнче ÿт-пÿ температури хăвăрт 39-40 градуса çити ÿсет, мышцăсем, куçсем, пуç ыратма тытăнаççĕ, вăй пĕтет, аппетит чакать, ыйхă пăсăлать. Грипп вирусĕ, тĕпрен илсен, çÿлти сывлав çулĕсене сиенлет, трахея, карланкă, бронхсем шыçаççĕ, çавăнпа типĕ ÿслĕк аптратать. Пыр ыратма пултарать-ха, анчах ку грипп çумне бактери инфекцийĕ хушăннине пĕлтерет.

Паллах, чи лайăх меслет – профилактика. Витĕмлĕ хÿтлĕх мелĕсенчен пĕри – вакцинаци. Вăхăтра прививка туни чире асăрхаттарма пулăшать. Тепĕр чухне прививка тусан та чир ерсен грипп çăмăлраххăн тата ытлашши кăткăсланмасăр иртет.

Эпидеми тапхăрĕ, тĕпрен илсен, ноябрь-март уйăхĕсене лекет. Çавăнпа та вакцинацие кĕркунне пуçламăшĕнче тата варринче ирттерни лайăхрах. Ку ĕç районта ăнăçлă пырать. Эпидеми пуçлансан тунă прививкăн витĕмĕ пулмасса та пултарать. Кам грипран хÿтĕленсе вакцинаци тумасăр юлнă – паянах участокри тухтăрсем патне çитĕр.

Хăвăра, çемйĕре грипп тапхăрĕ вăхăтĕнче упрамалли ытти мелсем те пур. Чи малтан чирленĕ çынпа хутшăнасран асăрханмалла. Май килмесен сăмса-çăвара медицина маскипе хупласан аван. Пÿлĕмсене тăтăшрах уçăлтармалла, урай çумалла, тусана нÿрĕ татăкпа шăлмалла. Иммунитета çирĕплетме поливитаминсем, аскорбин йÿçекĕ ĕçмелле. Рациона С витаминлă çимĕçсем – апельсин, йÿçĕтнĕ купăста, киви, шур çырли, лимон, мандарин, грейпфрут – кĕртмелле.

Организма çулталăк тăршшĕпех çирĕплетмелле. Çак ĕçе пуçăнма нихăçан та кая мар. Ку меслет организма грипп вирусĕ лекесрен чи вăйлă хÿтĕлекеннисенчен пĕри шутланать.

Г.УФУКОВА,
районти тĕп больницăн тĕп тухтăрĕн çумĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code