Понедельник, Октябрь 25, 2021   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Таса палăк»

«Таса палăк»

Елчĕк шкулĕнчи волонтерсем Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнине халалланă мероприятисене хастар хутшăнаççĕ.

Çак кунсенче вĕсем «Таса палăк» акцие хутшăнса палăксене юртан тасатнă. Шкул Елчĕк, Тăрăм, Кĕçĕн Таяпа, Таяпа Энтри, Тип Тимеш, Хĕрлĕçыр, Тÿскел, Ĕнел ялĕсенче вырнаçнă палăксен тирпейлĕхĕшĕн яваплă.

Ленинград блокадине сирнĕренпе 76 çул çитнине халалланă акци вăхăтĕнче вĕренекенсем Елчĕкри автовокзалта пулнă, çак пулăм пирки аса илтерсе халăхпа калаçу ирттернĕ, листовкăсем валеçнĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code