Вăрçă! Хăрушă сăмахсем чуна кисрентерсе янраса кайнă вăхăтра эпĕ тин анчах ларма тата тăма вĕреннĕ ача пулнă.
– Аркади хăй тĕллĕн ларма пуçланине куртăм ĕнтĕ. Унăн пуласлăхĕшĕн тăшмана хирĕç мĕн пур вăя хурса кĕрешĕпĕр, ăна çапса аркатса таврăнăпăр, – çапла каласа тухса кайнă вăрçа атте – Георгий Германович Германов тăван килтен 1941 çулхи август уйăхĕнче.
Анчах каялла сывă таврăнма пÿрмен ăна шăпа. 1942 çулхи март уйăхĕнче вăрçăран вăл хыпарсăр çухални пирки виç кĕтеслĕ çыру илнĕ çемье. Анне каланă тăрăх, маларах хăй çырнă çырăвĕсенче вăл сержант званине илнине, Арзамас хулинче салтаксене вĕрентнине, унтан Ленинград тата Новгород хулисен çывăхĕнче çапăçнине пĕлтернĕ. «Мемориал» сайтри архив хучĕсем урлă атте çапăçу вăхăтĕнче хулран аманнине пĕлме тÿр килчĕ. Тăшман пирĕн салтаксене çавăрса илсен ыттисемпе пĕрле ăна та тыткăна илнĕ – Пороховск районĕнчи «Дулаг – 100» концлагерьте тытса усранă. Выçлăха тата йывăр суранĕсене пула лагерьти пиншер-пиншер салтак пурнăçран уйрăлнă. Вĕсен хушшинче атте те пулнă ĕнтĕ.
Хаяр вăрçă ман асра аслати сассипе палăрса юлчĕ. Çумăр çунă чух аслати авăтнă вăхăтра аттен йăмăкĕ яланах çапла калатчĕ: «Ку вăрçă сасси. Георги тете нимĕçсене тупăран перет». Çак сăмахсене илтсен савăнаттăмччĕ, атте нимĕçсене çапса аркатать те часах киле таврăнать тесе кĕтеттĕмччĕ.
Анчах вăрçă иртсен те кĕтсе илеймерĕмĕр çывăх çыннăмăра. Кам та пулин вăрçăран таврăнсан анне тÿрех вĕсем патне каятчĕ: «Пирĕн Георгипе тĕл пулмарăр-и унта?» – тесе ыйтатчĕ.
Георгий Германов 1914 çулта Çуткÿл ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ылтăн алăллă пулнипе палăрса юлнă вăл ял халăхĕн асĕнче. Асанне мана ун çинчен нумай каласа паратчĕ, ырă кăмăллă, çынна яланах пулăшма хатĕр пулнине пĕлтеретчĕ. Унпа эпир улăха хурсене илме каяттăмăрччĕ. Мана хулпуççи çине лартатчĕ те вăл, хăй çивĕчех курманскер, вĕсене шырама хушатчĕ. Эпĕ вара аякранах палласа илеттĕмччĕ.
Мунча пек пĕчĕк, сĕтел-пукан лартма та тăвăр пÿртре ÿссе çитĕнтĕм пулсан та, пурнăçа ÿпкелеме сăлтав çук. Атте ăшшине туйса курайманни анчах кăмăла хуçатчĕ. Çапах та унăн чунĕ пулăшсах пычĕ пулас пурнăçра. Кăвайт чĕртме шăрпăк та çукчĕ пирĕн çуртра. Чылайăшĕн çапла пулнă. Каç пулсан – кăмакана хутма вăхăт çитсен урама тухаттăмччĕ те, çуртсен мăрйисенчен тĕтĕм тухнине сăнаттăмччĕ. Тĕтĕм тухакан çуртран вара киле кăвар илсе килеттĕмччĕ. Уроксене халăхра «чĕпкуç» ятпа сарăлнă лампа çутипе хатĕрлеттĕмччĕ. Вĕренес туртăм пысăк пулнăран çичĕ класс хыççăн 3 çул Çĕнĕ Пăва шкулне пĕлÿ илме çÿрерĕм, сивĕре е шăрăхра шкулпа кил хушшинчи сукмака такăрлатрăм. Шкул хыççăн Шупашкарта техучилищĕре вĕренсен пĕр хушă стройкăра ĕçлерĕм, салтак тивĕçне пурнăçланă хыççăн Хусан хулинчи çар училищинче вĕренĕве малалла тăсрăм. Анне сывлăх енчен хавшама пуçласан тăван тăрăха куçса килтĕм. Çĕрпÿ, Шупашкар, Вăрнар районĕсенчи çар комиссариачĕсенче тĕрлĕ должноçра, Мускав облаçĕнче çар комиссарĕ пулса ĕçлерĕм, халĕ запасри подполковник. Мăшăрăмпа 52 çул пĕрле килĕштерсе пурăнатпăр, 2 ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăлартăмăр, халĕ Шупашкарта пурăнатпăр.
Майăн 9-мĕшĕнче çулсеренех аттен портретне йăтса «Вилĕмсĕр полк» акцине хутшăнатăп. Çывăх çыннăн паттăрлăхĕ пирĕн чĕресенче ĕмĕрех упранать.
А.ГЕРМАНОВ,
çар службин ветеранĕ.