Вторник, 19 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тăшмана тĕпрен кисретнĕ

Тăшмана тĕпрен кисретнĕ

1942 çулхи июль уйăхĕнчен пуçласа 1943 çулхи февраль уйăхĕччен пынă Сталинградри çапăçура пирĕн генералсем — Рокоссовский, Ватутин тата Тимошенко — Паулюсран, Готран, Манштейнран вăйлăрах пулнине кăтартса панă, вермахтпа унăн союзникĕсен пысăк ушкăнне пĕтерни Çĕнтерỹ пирĕн енче пуласса шантарнă.

Пĕр миллион ытла çын пурнăçне илсе кайнă Сталинград çапăçăвĕ Донăн сылтăм çыранĕнче пуçланнă. Унта 2 млн ытла çын хутшăннă, çав шутра Итали, Румыни, Венгри тата Хорвати çарĕсем те пулнă. Çак хулара пулса иртнĕ юнлă çапăçусем виçĕ фронтри совет салтакĕсен тĕлĕнмелле паттăрлăхне кăтартса панă. Пирĕн салтаксем фашистăн питĕ вăйлă «В» çарĕн ушкăнне çапса аркатса вĕсен малалла пысăк хăватпа çапăçас туртăмне хавшатнă.

Сталинграда илес умĕн Гитлер мĕнле тĕллевсене мала хунă? СССР çулпуçĕн ячĕпе хисепленекен хулана ярса илсе пирĕн халăх хăватне хавшатасшăн пулнă. Кавказа СССРтан уйăрма. Хĕрлĕ Çара тата совет промышленноçне нефтьсăр, вут-шанкăсăр, тырăсăр тата пурнăçри ытти кирлĕ ресурссемсĕр хăварма. Совет Союзĕн кăнтăр аграрине контрольлесе тăма. Пирĕн çĕршыв çине тапăнса кĕрессинче «вăхăтлăх иккĕленекен» Турципе Японие вăрçа хутшăнтарма.

Сталинградри çапăçусем 1942 çулхи июлĕн 17-мĕшĕнче пуçланнă. Вăл вăхăтра Паулюсăн 6-мĕш çарĕн авангарчĕсем Чир тата Цимла юхан шывĕсем çинче Сталинград фронтĕнчи 62-мĕш тата 64-мĕш çарсен подразделенийĕсемпе çапăçнă. Тăшман çарĕн самолечĕсем пирĕннинчен 2 хут, танкĕсемпе артиллерийĕ 1,3 хут пысăкрах пулнă. Июль уйăхĕн вĕçĕнче — август уйăхĕн пуçламăшĕнче нимĕçсем пирĕн 62-мĕш тата 64-мĕш çарсен подразделенийĕсене Дон юхан шывĕн сулахай çыранне хĕссе кăларнă, пирĕн дивизисен пĕр пайне çавăрса илнĕ.

Иосиф Сталин июлĕн 28-мĕшĕнче 227-мĕш номерлĕ приказ кăларнă: «Каялла пĕр утăм та чакмалла мар!». Приказа пăхăнманнисене çирĕп айăплама хушнă, персе пăрахасси таранах. Наступлени пуçланнăранпа виçĕ эрне хушшинче нимĕçсен Гот çар пуçĕн 4-мĕш çарĕн танкĕсем Сталинград патне кăнтăртан, 14-мĕш танк корпусĕ — çурçĕртен, Паулюсăн 6-мĕш çарĕн ултă дивизийĕ хĕвел анăçĕнчен çывхарнă.

Августăн 23-мĕшĕ вăрçă историне талăкри чи массăллă бомбардировка иртнипе кĕрсе юлнă — Атăл çинчи хулана люфтваффе 4-мĕш сывлăш флочĕн 2 пин самолечĕ аркатнă. Çапăçусем пуçланиччен хулара 400 пине яхăн çын пулнă, хула çыннисен пиллĕкмĕш пайĕ вилнĕ. Сентябрь тăршшĕпех нимĕçсем пирĕн çарсене Атăл çине ывăтма хăтланнă. Халăх бомбăсем тăкнине пăхмасăр ĕçленĕ. Хулари трактор завочĕ çаплах çапăçăва хутшăнма танксем кăларнă. Бомбăсем пĕр чарăнми тăкăннине пăхмасăр Атăлăн сулахай çыранĕнчен катерсемпе тата баржăсемпе пирĕн подкрепленисем килсех тăнă.

Октябрĕн 14-мĕшĕнче нимĕçсен 5 дивизийĕ пиншер самолет пулăшнипе наступлени пуçласа янă. Ноябрĕн 11-мĕшĕнче нимĕçсем Атăл хĕррине çур километр тăршшĕ тухнă, анчах та хăйсен йышне çурри таран çухатнă. Ноябрĕн 19-мĕшĕнче «Уран» операци шайĕнче Хĕрлĕ Çар контрнаступлени пуçланă. Ноябрĕн 23-мĕшĕнче пирĕн салтаксем Калач-на-Дону районĕнче Сталинграда туртса илме пикеннĕ фашистсен пысăк ушкăнне çавăрса илнĕ, декабрь уйăхĕнче вара Итали, Румыни тата хăш-пĕр нимĕç чаçĕсене аркатса тăкнă. Пирĕн çарсем çавăн пекех Паулюс патне тухма хăтланнă Манштейнăн танк дивизийĕсен çулне пỹлнĕ. 1943 çулхи январьте 6-мĕш çарне совет çарĕсем икĕ пая уйăрнă. Январĕн 31-мĕшĕнче фашистсен кăнтăр ушкăнне аркатнă, Паулюс фельдмаршалпа 24 генерала тыткăна илнĕ. 1943 çулхи февраль уйăхĕн 2-мĕшĕнче Сталинград ункине лекнĕ нимĕç çарĕсене пĕтерес енĕпе иртнĕ çапăçусем вĕçленнĕ. Совет халăхĕ Атăл çинчи çĕнтерĕве савăнса паллă тунă. Çав вăхăтрах Германинче 3 кунлăх наци траурĕ ирттернĕ.

Çак çĕнтерỹ фашистсемшĕн хака ларнă, пирĕн çарсем вĕсен çар техникин пысăк пайне тата пысăк опытлă салтакĕсемпе офицерĕсене тĕп тунă. Пĕр сăмахпа каласан, тăшмана тĕпрен кисретнĕ, вĕсен майлисене малашне Германи çине шанса тăма май çуккине ăнлантарнă, нимĕçсем тытса илнĕ Европăри патшалăхсен халăхĕсене фашистсене хирĕç çапăçăва тухма çул уçнă. Совет Союзĕ çине халь-халь вăрçăпа тапăнас кăмăллă Япони вăхăтлăха çак шухăша пăрахăçланă, Турцире «нейтралитет» политикине тытса пырас шухăш çуралнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code