Вторник, 19 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Пĕр шкултан — 13 стипендиат

Пĕр шкултан — 13 стипендиат

Тĕрлĕ сферăра тăрăшулăхпа тата пултарулăхпа палăракан районти çамрăксем çулсеренех Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине тивĕçеççĕ. Стипенди яшсемпе хĕрсене хавхаланса вĕренме тата ĕçлеме, тĕрлĕ ĕмĕте пурнăçа кĕртме пулăшать.

— Кăçал стипендиатсен йышне пирĕн шкулти 13 вĕренекен кĕме пултарчĕ. Яшсемпе хĕрсем тĕрлĕ енлĕ пултаруллă, пĕринчен тепри харсăр: вĕренỹре, спортра малта, вĕсемех олимпиадăсен, тĕрлĕ конкурссен çĕнтерỹçисем, — палăртать Елчĕк шкулĕн директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Ольга Кузьмина.

Сăн ỹкерчĕкре: малти ретре — Светлана Окружнова, Дарья Долгова, Ангелина Айметова, Мария Воронова, Валерия Мисякова, Анастасия Архипова, хыçалти ретре — Дмитрий Можаев, Мария Адюкова, Лилия Ильина, Богдан Карамаликов, Виталий Кузьмин.

Сăн ỹкерчĕке Юлиана Ивановăпа Дмитрий Кузнецов кĕмен, вĕсене каярах уйрăм ỹкерттерĕпĕр.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code