Полици ĕçченĕсем халăхпа тĕл пулнă май вĕсене тĕрлĕ киревсĕр информацирен тата пулăмсенчен асăрхаттарса калаçусем йĕркелеççĕ.
Юлашки вăхăтра граждансем Интернет уçлăхĕ урлă тавар туяннă е сутнă чухне инкек тÿсеççĕ, карттă е счет çинчи укçа-тенкĕсĕр тăрса юлаççĕ. Преступниксем телефон çине шăнкăравласа хăйсене банк ĕçченĕ тесе шантараççĕ, хуçисене банк картти çинчи укçине вăрланă тесе хăратаççĕ, ятарлă код е ытти цифра ыйтаççĕ. Çынпа калаçса вĕсене хăвăрт ÿкĕте кĕртеççĕ вĕсем. Çавăнпа та полици ĕçченĕсем халăха тимлĕ пулма сĕнеççĕ.
Н.БАЙДУГАНОВ.