Нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Шупашкарта 5, 35, 41-мĕш автобус маршручĕсен çулĕ улшăнать.
Хула транспорчĕпе çÿрессине лайăхлатассипе çыхăннă тĕп ыйтăва тĕп хулари районсен администрацийĕсен çумĕнче йĕркеленнĕ пуçару ушкăнĕсемпе тата транспорт çулне аталантарас тата çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тĕлĕшпе ĕçлекен комиссисенче пăхса тухнă хыççăн муниципалитетăн автобус маршручĕсен схемине улшăнусем кĕртме йышăннă.
5-мĕш автобус маршрутне Машиностроени техникумĕ, 35-мĕшне Хĕвеллĕ микрорайона çити тăснă. 41-мĕш автобус Трактор тăвакансен проспекчĕпе Ленин Комсомолĕн урамĕ еннелле кайнă чухне Машиностроени техникумĕн ункинчен çаврăнса килĕ.