Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Ăста фармацевт

Ăста фармацевт

«Фармация» патшалăх унитарлă предприятин Елчĕкри «40-мĕш аптека» филиалĕн районти тĕп поликлиникăра вырнаçнă аптека пунктĕнче заведующи пулса тăрăшать Лариса Кучкова. Хăй юратса суйласа илнĕ фармацевт профессийĕпе 26 çул ĕçлет. Вăл пациент рецептпа эмел туянма е тĕрлĕ пулăшу, сĕнÿ-канаш ыйтма пырсан яланах ăшă кăмăллăн калаçать, эмелсене мĕнле ĕçмеллине ăнлантарса, ватăсене çырса парсах ярать.

Лариса Геннадьевна Хусанта фармаци училищине пĕтернĕ. Канаш районĕн хĕрĕ алла диплом илсен тантăшĕпе Елчĕке ĕçлеме килнĕ. Маттур хĕре Тÿскел каччи куç хывнă та ăста специалист кунтах тăрса юлнă.

Сăн ÿкерчĕкре: Л.Кучкова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code