Шкул çулне çитмен ачасен ÿсĕмĕ – халăх пухнă ăс-хакăла, хăнăхусемпе пĕлÿсене илмелли пĕрремĕш тапхăр. Ача аслисене курса вĕренсе пырать, пурнăçпа, ашшĕ-амăшĕн ĕçĕ-хĕлĕпе интересленет. Шкула кайма пуçличчен пĕчĕккисене ача-пăча кĕнекисем тата сăвăсем сахал вуласа панă, вĕсен пĕр вĕçĕмсĕр «мĕншĕн» ыйтăвĕ çине сайра та кичем хуравсем панă пулсан, 1-мĕш класранах çак ачасем вĕренÿре ĕлкĕрсе пыраймаççĕ. Ку вăл ашшĕ-амăшĕ вĕренÿ çулне хатĕр маррине пĕлтерет.
Паянхи вăхăт педагогикăн çакăн пек проблеми çинчен те тĕплĕн шухăшлама хушать. Çавна май вĕрентÿпе вĕренÿ шайĕ те улшăнса çĕнĕ мелсемпе меслетсем кĕртет. К.А.Тимирязев калашле: «Пурин çинчен те кăштах пĕлме, анчах сахалли çинчен йăлтах пĕлме май паччăр».
Ачасен шухăшлавне, пĕлĕвне ÿстерес тĕллевпе эпир тухăçлăрах вĕрентÿ меслечĕсемпе усă куратпăр. Ачасене ăс-тăн тĕлĕшĕнчен воспитани панă чухне ашшĕ-амăшĕн те тимлĕрех пулмалла. Вĕсем çĕннине ăнланма тăрăшчăр тесе аслисен тĕрлĕ майпа усă курмалла, учебникпа харпăр хăй тĕллĕн ĕçлеме хăнăхтармалла, шухăшсен активлăхне аталантармалла. Ашшĕ-амăшĕ ачасен вĕренĕвне ытларах вĕсем киле панă ĕçе хатĕрленĕ вăхăтра сăнаççĕ. Кĕçĕн классенчисем аппăшĕсемпе пиччĕшĕсенчен йывăр задачăна шутласа, кăткăс сăмахсене е хăнăхтарăва ăнлантарса пама е пурнăçлама ыйтаççĕ.
Çакăн пек пулăшу панă чух, ашшĕ-амăшĕн, кирек епле пулсан та, ачашăн çыру ĕçĕсене тумалла мар, ăна шухăшлама чаракан хатĕр хуравсем памалла мар, словарьсемпе справочниксем кăтартмалла, вĕсемпе усă курма вĕрентмелле. Час-часах, акă, çакнашкал сăмахсем илтме тивет: «Ман ача килти ĕçсемпе «5» паллă кăна илет, урокра вара «3» çеç». Калаçнă май килти ĕçе ача хăй пурнăçламанни палăрать, интернетран çырса илнине те пытармасть. Çакăн пек чухне ашшĕ-амăшĕн ачана паллах пулăшу памалла, ăнлантармалла.
Шкулта учитель вĕренекенсене çĕнĕ материала ăнланса илме пулăшать, вĕсен шухăшлавне ертсе пырать: е çĕннине мĕн пĕлнипе танлаштарма, е ăна малтан вĕреннипе çыхăнтарма хушать. Педагог ачасене хăйсем тĕллĕн пĕтĕмлетÿ тăвасси патне илсе пырать. Вĕсен шухăшлавне çапла аталантарнă май, учитель вĕренекенĕн ăс-тăн пултарулăхне сăнама пултарать. Ачасен вĕренÿри ÿсĕмĕ пуринчен ытла киле панă ĕçсене мĕнле тунинчен килет.
Çапла, тĕслĕхрен, вĕренекенсенчен чылайăшĕ киле панă ĕçе учитель ăнлантарнă кунах мар, урока хăш куна вĕренме панă, çав кун умĕн тин пурнăçлать. Вĕсенчен сахал пайĕ урăхла тăвать. Пĕрремĕш хут вĕсем ĕçе киле панă кун, учитель ăнлантарнине çăмăллăнах аса илсе вĕренеççĕ. Çитес урок умĕн вĕреннине тата тепĕр хут аса илеççĕ. Çапла майпа тишкерни икĕ хут пулса иртнĕ пирки вăл темиçе хут тухăçлăрах, усăллăрах.
«Шухăшлав вăйĕпе туяннă пĕлÿ çеç чăн-чăн пĕлÿ пулать», – тенĕ Лев Толстой. Шухăшламасăр калама вĕренни – питĕ йăлăхтаракан та кичем ĕç, çавăнпа вăл ачасене ĕçрен пистерет. Хушнă ĕçе яланах тĕплĕ тума тăрăшакан, пуçланă ĕçе вĕçне çитерме пĕлекен, ăна тирпейлĕ, тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакан, хăй ĕçне тĕрĕслеме те хаклама пултаракан, хăйĕнчен çирĕп ыйтакан, пĕлÿ илнĕ чух тÿсĕмлĕ те çине тăма пултаракан ача тимлĕ те тăрăшуллă.
Ашшĕ-амăшĕ ачасен килти вĕренÿ процесне ертсе пынă чухнехи мăйсене сахал мар пĕлеççĕ. Çапах та ачана шухăшлама, ĕмĕтленме, тавçăрса илме, вĕренÿпе çыхăннă йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшакан меслетсем кăна лайăх.
О.АРТЕМЬЕВА,
Елчĕкри вăтам шкулти пуçламăш классене вĕрентекен.