Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Халăх çивĕч ыйтусем çĕклет

Халăх çивĕч ыйтусем çĕклет

Февраль-март уйăхĕсенче районти кашни ялтах халăх пухăвĕсем иртеççĕ.

Граждансемпе тĕл пулнă май ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тĕрлĕ шайри специалистсем иртнĕ çул пурнăçланă ĕç-хĕле пĕтĕмлетеççĕ, малашлăх тĕллевсене палăртаççĕ.

Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи граждансен пухăвне, акă, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин та хутшăннă. Чи малтанах ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Георгий Зайцев вырăнти лару-тăрăва палăртса, иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе отчет туса панă. 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчи статистика кăтартăвĕпе 10 яла пĕрлештерсе тăракан Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнче 2437 çын пурăнни паллă пулнă. Иртнĕ çул кунта 3 çемье чăмăртаннă, 5 çемье арканнă. 9 ача çуралнă пулсан 51 çын пурнăçран уйрăлнă. 10 теçеткене çитнисем тата унран иртнисем иккĕн: Аслă Пăла Тимеш ялĕнче хĕрĕ патĕнче пурăнакан Ирина Григорьевна Ермакова 104 çула çитнĕ, Энтепери Тихон Григорьевич Табаков 100 çулта. Ял тăрăхĕнче 1539 хуçалăх шутра тăрать. Уйрăм хуçалăхсенче 1412 сурăх-качака, 8400 кайăк-кĕшĕк, 7 лаша, 843 мăйракаллă шултра выльăх /çав шутран 446 ĕне/ усраççĕ, 163 вĕлле тытаççĕ.

Халăхăн пурнăç шайне лайăхлатассинче тата унăн ыйтăвĕсене вăхăтлă татса парассинче ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсен тÿпи пысăк. Паянхи кун кунта 4 ĕçчен тата çарпа учет енĕпе ĕçлекен пĕр специалист тăрăшаççĕ.

Ял тăрăхĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн «Чăваш Республикин территорийĕнче вырăнти пуçарулăх çинче никĕсленнĕ общество инфратытăмне аталантармалли проектсене пурнăçа кĕртесси çинчен» 7-мĕш номерлĕ указĕпе килĕшÿллĕн ăнăçлă ĕçлесе пырать. Иртнĕ çул çак программăпа пурнăçланă пысăк ĕçсен шутне хытă каяшсене вăхăтлăх упрамалли 17 лаптăк хута янине кĕртмелле. Унсăр пуçне Кивĕ Эйпеç ялĕнче масарпа яла çыхăнтаракан çула /234 метр/ сарнă. Кăçал çак программăпа Питтĕпел ялĕнче масар çулне сарма /бюджета çак тĕллевпе 82524 тенкĕ хывнă/, Кушкă ялĕнчи стадиона ачасем валли вăйă хатĕрĕсем тата спорт оборудованийĕсем вырнаçтарма /123750 тенкĕ хывнă/ палăртаççĕ. Ял тăрăхĕн бюджечĕн укçи-тенкипе Кушкă ялĕнче 720 метр, Кавалта 247 метр, Кивĕ Эйпеçре 410 метр, Кивĕ Арланкассинче 150 метр, Çĕнĕ Арланкассинче 412 метр çул сарнă.

– Кăçал вара Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи Садовая, Речная, Чкалов урамĕсене çул-йĕр сарма палăртатпăр. Пысăк ĕçсен шутĕнче çавăн пекех ятарлă программăпа килĕшÿллĕн Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи шыв башнине улăштарассине кĕртмелле, – хыпарлать Георгий Леонидович.

Пушара хирĕç кĕрешес, унран асăрханас ыйту кашни ялтах çивĕч тăрать. Ял тăрăхĕнче пушар сÿнтермелли автомашинăна халăх вăйĕпе тытса тăраççĕ. Çулталăк тăршшĕнче пурĕ 207500 тенкĕ пуçтарăннă.

Пухăва хутшăннă тĕрлĕ служба представителĕсем – Елчĕкри газ участокĕн начальникĕ Алевтина Львова, районти полици пайĕн участокри уполномоченнăйĕ Дмитрий Печков, пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕн начальникĕ Александр Сайкин тата ыттисем те хăйсен службисемпе çыхăннă темăсене çĕкленĕ, халăх ыйтăвĕсем çине хуравланă.

Пухăва Николай Миллин пĕтĕмлетнĕ. Районăн 2019 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ пирки сăмах пуçарнă май вăл халăха хумхантаракан ыйтусене çĕкленĕ. Ял тăрăхĕнче ялсене тирпейлĕ тытассипе, хуçалăхсене шывпа, çĕрлехи вăхăтра урамсене çутăпа тивĕçтерессипе, çул-йĕрсене, пушар машинисене тивĕçлĕ шайра тытса тăрассипе тивĕçлĕ ĕçлесе пынине палăртнă ертÿçĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Е.ИГНАТЬЕВА сăн ÿкерчĕкĕсенче: пуху саманчĕсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code