Пятница, Август 7, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Япăх ĕçлеме сăлтав çук

Япăх ĕçлеме сăлтав çук

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче – çĕршыв чăл-пар саланнă вăхăтра та арканман – пултаруллă организаторсен тивлетне пула сыхланса юлнă, лару-тăрăва пула килсе тухнă йывăрлăхсенчен хăтăлас тĕллевпе ун чухнех хушма производство ĕçĕсене ăнăçлă йĕркелесе яма, пĕр вăхăтрах выльăх-чĕрлĕх фермисене çĕнĕ шайри стандартсене тĕпе хурса реконструкци тума, техника паркне хăватлă йышши ял хуçалăх машинисемпе пуянлатма пултарнă акционерсен «Прогресс» хупă обществин хальхи вăхăтра япăх ĕçлеме сăлтав çук. 2019 çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетме пухăннă уполномоченнăйсен пухăвĕнче тухса калаçнă Петр Скворцов директорпа тĕп специалистсен сăмахĕсенчен те çак шухăш яр уççăн йĕрленчĕ.

«Прогресс» çак вăхăтченех районти чи пысăк ял хуçалăх предприятийĕ шутланать. Пĕтĕмпе усă куракан çĕр лаптăкĕ 5084 гектар йышăнать. Выльăхсен хисепĕ те вĕсен чи нумаййи пулнине тивĕçлипе хакламалăх пур. Мăйракаллă шултăра выльăхсене /1738/, çав шутран сăвăнакан ĕнесене /615/ çак çулсенче пĕр пуç чакарман. Отчетлă тапхăрта 5603 пуç шутланса тăракан сыснасен хисепне вара, виçĕм çулхипе танлаштарсан, 600-е яхăн пуç ÿстернĕ. Унсăр пуçне, çак çулсем тăршшĕпех ăратлă ĕне выльăх сутассипе ятарласа ĕçлекен хуçалăх статусне те çĕре ÿкермеççĕ. Çакă, паллах, хуçалăх экономикине тĕреклетессинче курăмлă пулăшу пулса тăрать. Производствăн тĕллевлĕ йĕркелесе пыракан ял хуçалăх предприятийĕ иртнĕ çул та патшалăхран субсиди шучĕпе 15 миллион тенкĕ ытла илме тивĕçнĕ. Паллах, йыш чăмăркка пулни те нумаййи çинчен калать. Хальхи вăхăтра производство ĕçĕнче хĕлĕн-çăвĕн 185 çын вăй хурать, вĕсенчен кашнийĕ тăван хуçалăх аталанăвĕшĕн чунне парса тивĕçлĕ тÿпе хывни куç кĕрет. «Професси енĕпе чи лайăххи» ятсене, пархатарлă ĕçшĕн тĕрлĕрен ытти парнесене илме тивĕçлĕ пулнă пысăк ушкăнри ĕçченсен пит-куçĕнче палăракан мăнаçлăхпа савăнăç паллисем те çакнах çирĕплетеççĕ.

Виçĕм çулхинчен те ытларах, пысăк тухăçлă тыр-пул /пурĕ 63871 центнер, 1 гектартан – 33 центнера яхăн/ пухса кĕртнин вăрттăнлăхĕ – уй-хирти ĕçсене пурнăçланă çĕрте çĕнĕ технологисемпе тата хальхи йышши ял хуçалăх техникипе анлăн усă курнинче тесе шутлаççĕ акционерсем. Çак хавхалану уй-хир хуçисене черетлĕ çур акири ĕçсене те тĕплĕн хатĕрленме вăй-хал парса тăрасран иккĕленмелли çук. Мĕншĕн тесен вĕсенчен ытларахăшĕ тăван хуçалăхра нумай çул тата хăйсен ĕçне юратса пурнăçланине пĕлетпĕр.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче вăй хуракансем те палăртнă тĕллевсене пурнăçлассишĕн ырми-канми вăй хураççĕ. Отчетлă тапхăрта выльăхсен хисепне сыхласа хăварасси, вĕсене тăрантарассине зоотехника нормисемпе килĕшÿллĕн йĕркелесси, çак никĕс çинче продукци туса илессине ÿстерсе пырасси – вĕсен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Иртнĕ çул усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне 146 центнер аш-какай туса илни – лайăх кăтарту. Апла пулин те сĕт туса илнин кăтартăвĕпе мухтанма çук – 100 гектар çĕр пуçне шутласан вăл 697 центнер анчах тивĕçет – сахалрах. Çулталăкра кашни ĕнерен вăтамран 5763 килограмм сĕт сунă. Çакă та районăн вăтам кăтартăвĕнчен /6277 кг/ пĕчĕк.

Ĕçне кура – тупăшĕ. Ял хуçалăх предприятийĕн 2019 çулхи пĕтĕм укçа-тенкĕ тупăшĕ 137 миллион та 869 пин тенкĕ, таса тупăш пайĕ 10 млн та 981 пин тенкĕ /рентабельлĕх шайĕ – 8,5 процент/ пулнă. Чи кирли – таса тупăш тата рентабельлĕх, вăл экономикăн тĕп тĕкĕрĕ, урăхла каласан, ял хуçалăх организацийĕ мĕнле ĕçленине тĕпрен кăтартса параканни.

Специалистсем пухура тухса калаçнине тишкерÿллĕ куçпа хаклас пулсан, чăннипех, çителĕклĕ таран çĕр лаптăкĕпе усă куракан тата йышлă выльăх-чĕрлĕх усрама вăй çитерекен ял хуçалăх предприятийĕн укçа-тенкĕллĕ пулмалли мĕн пур майсем çителĕклĕ. Уполномоченнăйсен пухăвне пĕтĕмлетме хутшăннă район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин та çакнах палăртса каларĕ. Унăн шучĕпе, продукци туса илессинчи технологие çирĕп пăхăнса ĕçлесси çине малашне тата ытларах тимлĕх уйăрмалла, пысăк хака тивĕçекен чи пахалăхлă продукци туса илессине тĕп вырăна хумалла. Ĕç дисциплинине çирĕплетмелле. Мĕншĕн тесен, уйрăмах фермăра вăй хума, çирĕп кăмăл-туйăм, чăтăмлăх кирлĕ. Выльăх-чĕрлĕх алла пăхать тени те ахальтен мар. Хăйне шанса панă ĕçре кашни çын юратса тата парăнса тăрăшсан çеç палăртнă тĕллевсене пурнăçлама май килĕ. Ку чухне производство кăтартăвĕсене тивĕçлĕ шая çитерме, тупăшлăха кура ĕç укçи шайне ÿстермелли майсем уçăлĕç. Малашлăха курса ĕçлекен ял хуçалăх организацийĕсенче ĕç укçине те кашни çул 15-20 процентран кая мар ÿстерме майсем тупаççĕ.

Светлана АРХИПОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: «Професси енĕпе чи лайăххи» ята тивĕçнисем Андрей Немцев водитель, Мария Иванова свинарка, Надежда Скворцова доярка, Александр Егоров комбайнер, Александр Николаев механизатор кашниех хаклă парнеллĕ – телевизорлă пулчĕç. Вĕсене Петр Скворцовпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин чысларĕç

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code