Район администрацийĕнче пушара сирсе ярассипе çыхăннă вĕренÿ тренировки иртнĕ.
Инкек-синкек яланах кĕтмен тата шухăшламан вăхăтра килсе тухать. Вĕренÿпе çыхăннă «инкек» райадминистрацин çурчĕн пĕр кабинетĕнче «пушар тухнипе» çыхăннă.
– Районти чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе ярассишĕн яваплă подразделенисем инкеке вăхăтлă сирсе яма, çынсем нушана лекес пулсан вĕсене пулăшма, сывлăхĕпе пурнăçне упраса хăварма хатĕр пулнине лайăх çирĕплетсе пачĕç, вĕренÿ ăнăçлă иртрĕ, – палăртрĕ вĕренĕве йĕркеленĕ Елчĕкри 44 номерлĕ пушар хурал чаçĕн ертÿçи Василий Григорьев.