Среда, 8 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ăнăçлă старт

Ăнăçлă старт

Пушкăртстанри Салават хулинчен савăнăçлă хыпар çитрĕ: шкул ачисен аслă ушкăнри «Елчĕк» хоккей команди Пĕтĕм Раççейри финалта малтанхи вăйăсене çĕнтерÿрен пуçланă.

Пĕрремĕш тĕл пулура ентешсем Самар облаçĕн спортсменĕсене çивĕч кĕрешÿре 7:5 шутпа, Новосибирскран килнисене 5:2 шутпа парăнтарнă. Малтанхи вăйăра уйрăмах Роман Гаврилов палăрнă, вăл тупăшуçăсен хапхине 2 шайба çапса кĕртнĕ тата 3 тухăçлă пас панă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code