Аталану çулĕпе çирĕппĕн утакан «Победа» сахал яваплă обществăра укçа-тенкĕ тупăшĕсем кашни çул ÿссе пыраççĕ. Отчетлă тапхăрти кăтартусем тата сулмаклă пулнине йышăнмалла: таса тупăш пайĕ 30383 пин тенкĕпе /рентабельлĕх – 62,5 процент/ пулнă. Усă куракан 100 гектар çĕр пуçне шутласан вăл 2204,9 пин тенкĕпе танлашать. Çак кăтартусем районĕпе илсен те, чи пысăкки шутланаççĕ.
Çав вăхăтрах кунта пĕлтĕр те пĕр тенкĕ кивçене кĕмесĕр 10 миллион тенкĕлĕх тĕрлĕрен техника туянма, унсăр пуçне /юлашки 2 çулхи тапхăрта/ фермăра çĕнĕ комплекс хута яма /унăн хакĕ вара – 50 миллион тенкĕ!/ пултарнине епле тивĕçлипе хакламăн?
Çĕр ĕç культурисене туса илессинче çĕнĕ технологипе анлăн усă курни, çакна кура ĕç тухăçлăхĕ те ÿссе пыни куç умĕнче: иртнĕ çул пурĕ 16860 центнер, 1 гектартан 31,8 центнер тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Апла пулин те ял хуçалăх предприятийĕнче малтанхи вăхăтран тытăнсах ĕне-выльăх ĕрчетессине тĕп вырăна хураççĕ. Мĕншĕн çак çул-йĕртен пăрăнманнине ăнланма йывăр мар: ÿсен-тăран отраслĕ – сезон тапхăрĕнчи ĕç, выльăх-чĕрлĕх продукцине туса илнинчен вара куллен, çулталăк тăршшĕпех укçа-тенкĕ кĕрет. Сĕтлĕ ĕне выльăх ĕрчетни, пушшех, калама çук тупăшлă пулнине «Победа» ОООри ĕçченсем кашни çулхи тĕслĕхре хăйсем курса ĕненеççĕ. 2019 çулта хуçалăх кассине пырса кĕнĕ тупăшлăхăн ытларах пайĕ те «шурă ылтăнпа» танлаштарма пулакан продукцие туса илнинчен пулнă. Çак хисеп 35398 пин тенкĕпе! рентабельлĕх 147 процентпа! танлашни – пысăк çитĕнÿ. Унччен – енчĕк укçапа туличчен пахалăхлă продукци туса илессине кирлĕ шая çитермелле, ăна тивĕçтерекен хакпа сутмалла пулнă. Пĕтĕмпе туса илнĕ /26173 центнер/ сĕтĕн 1 центнерне 2434 тенкĕпе сутнă. Пĕр ĕнерен 8610 килограмм сĕт сума пултарни вара районта – пĕрремĕш, республикăри – виççĕмĕш кăтарту.
– Кăçал пĕр ĕнерен сĕт сăвассине 10 пин килограма çывхартмалла. Çакăн валли халĕ хуçалăхра мĕн пур майсем çителĕклĕ, – тет Николай Головин директор.
Ытти кăтартусем те ÿссе пыраççĕ: 100 гектар çĕр пуçне 114 центнер ĕне ашĕ туса илнĕ, ăна тивĕçлĕ хакпа /1 центнерне – 10669 тенкĕпе/ сутма пултарнă.
«Ÿсĕмсен вăрттăнлăхĕ мĕнре?» – тейĕ вулакан. «Ертÿçĕрен, вăл ĕçе йĕркелеме пĕлнинчен нумай килет», – тенĕ отчетлă пуху ĕçне пĕтĕмлетме хутшăннă район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин. Чăн сăмахăн суйи çук.
Ĕç условийĕсем тăтăш лайăхланса пыракан, ĕç тухăçлăхне кура тивĕçлĕ шалу тÿлеме те пултаракан ял хуçалăх предприятине çынсем хаваспах ĕçе вырнаçаççĕ. Кунта вăтам ĕç укçи те чи пысăкки – 23299 тенкĕпе танлашнă.
Светлана АРХИПОВА.
Сăн ÿкерчĕкре: Николай Головин директор Николай Логинов механизатора пархатарлă ĕçшĕн тав тăвать. Кăçал вăл укçан преми, иртнĕ çул пăру илме тивĕçлĕ пулнă