Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Ялта ĕç çук тесе ахаль калаççĕ»

«Ялта ĕç çук тесе ахаль калаççĕ»

Вăрăмхăвари хресчен /фермер/ хуçалăхĕн ертÿçипе Валерий Московскипе тĕл пулас тесе Вăрман кассинех çитрĕмĕр. Урамра тĕл пулнă икĕ витрепе шыв йăтнă арçын вĕсен тĕлне тĕллесех кăтартса ячĕ. Мĕнле пуян пурăнаççĕ ферма йĕркелекенсем: икĕ хутлă, ыттисенчен илемĕпе те, капмарĕпе те уйрăлса тăракан кирпĕч çурт. Тимĕр решетке алăкне уçса чÿречерен шаккас тесе кăна тăнăччĕ – пире хирĕç çирĕп кĕлеткеллĕ те патвар арçын тухрĕ.

– Ялти пĕртен-пĕр фермерсем кунта пурăнаççĕ-и? – ыйтрăмăр малтанах кил хуçинчен.

– Аха, эпир, – тесе йăл кулчĕ тараватлă кил хуçи.

Унтан ĕç тумĕ тăхăннă çамрăк хĕрарăм тухрĕ те вĕсемпе пĕрле витене утрăмăр.

Çак кунсенче пăруланă ĕнисене кăнтăрла та сăваççĕ вĕсем. Ашшĕпе амăшĕ çитнĕ çĕре Московскисен кану кунне килне таврăннă кĕçĕн ывăлĕ Олег кунта тăрмашатчĕ ĕнтĕ. Часах вăл сĕт сумалли агрегата илсе килчĕ те Галина ĕçе пуçăнчĕ. Шăкăл-шăкăл калаçса вăй хурать çемье, пит-куçĕсенче шевле вылять, шÿтлĕ калаçу тăрать витере.

Валерий Иванович уйрăм предприниматель ĕçне 2005 çулта пуçарса янă. Малтанах тăрăшуллă арçын халăхран сĕт пуçтарнă. Унтан, коллективлă хуçалăх арканса кайсан, чылайранпа пушă ларакан юхăннă лаша витине илнĕ. Ăна тĕпрен юсанă, мачча-урайне сарнă. Хальхи вăхăтра 20 пуç ĕне выльăх тытаççĕ, вĕсенчен 13-шĕ сăвăнакан ĕне. Кунне патшалăха 1 тонна сĕт ăсатаççĕ. Хăйсен хуçалăхĕнчен кăна мар, тăван-хурăнташĕсен ытлашши сĕтне те пуçтарса кайса патшалăха параççĕ.

Кунтах Николай Мышков скотникре тăрăшать. Вăл ирлĕ-каçлă фермăра. Виталий Мышков вара фермер патĕнче вăй хурса пенсие тухрĕ. Вĕсене ĕç вырăнĕпе тивĕçтерме пултарнăшăн хĕпĕртеççĕ çамрăксем.

Хĕлле фермерăн ĕç сахалтарах, ытларах выльăх-чĕрлĕхпе кăна тăрмашать. Çурхи кунсенче вара çемьери кашни çыншăн кăна мар, тăванĕсемшĕн те хĕрÿ тапхăр пуçланать. Валерий Иванович çурхи-кĕрхи ĕç вăхăчĕсене уйрăмах кăмăллать. Ирхине ирех уй-хире тухса каятăн та – чун каниччен тăрăшатăн çĕр-аннемĕр çинче. Маларах 300 ытла гектар çĕр çинче ĕçлетчĕç-ха, халĕ 50 гектар лаптăк çинче нумай çул ÿсекен курăксем, пĕрчĕллĕ культурăсем акса ÿстереççĕ. Ăнса пулнă тыр-пула выльăхсене фураж валли авăртаççĕ, ытлашшине сутаççĕ. Анчах ял çынни унчченхи пек выльăх нумай усрамасть, ытлашши урпана, сĕлле туянакансем тупăнсах каймаççĕ иккен.

Московскисен ывăлĕсем – Александр, Василий, маларах каларăм, Олег, ашшĕ-амăшĕн пĕрремĕш пулăшуçисем. Мĕн ачаран ĕçе хăнăхтарнă. Василий ывăлĕ хальхи вăхăтра Раççей çарĕнче службăра тăрать. Çырусенче тăван ялшăн тунсăхланине пытармасть.

– Тăваттăшĕ те техникăна юратаççĕ, вĕсемпе ĕçлеме пĕлеççĕ. Ашшĕ ывăлĕсене шанать, хăнăхтарать. Аслисем водительсем, унсăрăн май та çук. Комбайн патĕнчен тырă турттармалла, сĕт леçмелле, пĕччен ăçтан ĕлкĕрĕн? – тет Галина Владимировна.

Паллах, ака, вырма, утă çи вăхăтĕнче çемье ытти çынсене те хапăл. Тырă тултарнă çĕрте Надежда Алгаева, Ирина Сайкина, Наталия Смирнова, Ольга Никонорова, Валентина Паспекова пулăшу аллине тăсаççĕ. Çавăн пекех ял старости Николай Казначеев, Анатолий Максимов, Виталий Казначеев çĕр ĕçĕнчен шикленекеннисемех мар. Хĕрÿ тапхăр хыççăн Московскисем «ака пăтти» тăвассине те çирĕп йăлара тытаççĕ.

– Малтанхи çулсенче хамăрăн техника çуккипе юлташсенчен ыйтаттăм. Пĕринче çапла хĕрсе утă çулатпăр, пĕлĕшĕмрен илнĕччĕ çулакан техникăна, агрегачĕ хăйне те кирлĕрен илсе кайрĕ те, утă пуçтарнă чухне нуша куртăмăр. Вара тепĕр çулхине, тенкĕ çумне тенкĕ пуçтарса хамăр туянтăмăр, – аса илет малтанхи йывăрлăхсене Валерий.

Халĕ Московскисен тракторпа автомашина паркĕ чухăн мар. Комбайнĕ те, урапаллă, гусеницăллă тракторĕсем, автомашинисем çителĕклĕ. Çынран йăлăнасси хыçа юлнă. Нумаях пулмасть ывăлĕ валли вĕр çĕнĕ машина туянма та мехел çитерчĕç.

Перекетлĕ, кашни пуса шутлама пĕлет кил хуçи хĕрарăмĕ.

– Укçа-тенкĕ тытма мана ăшпиллĕ хуняма, Галерия Сильвестровна, вĕрентнĕ. Тĕп килтен уйрăлса тухиччен эпир ĕç укçине ăна парса пынă. Тĕплĕ хĕрарăм вăл. Çулĕсене кура мар йăрă та вăр-вар. Çулла тем самантра вăрмана çырла, кăмпа пуçтарма кайнине сисместпĕр, – мăшăрĕн амăшĕ пирки ырласа та мухтаса каланине тăтăшах илтме тÿр килменрен, шухăша та ячĕ вăл. 80 çул тултаракан хĕрарăм «Елчĕк ен» хаçата юратса вуланине илтме тата кăмăллă пулчĕ.

Тимлĕ сăнаса пăхатăн та, 40 çула çывхаракан хĕрарăм хăй те харсăр та правурри таçтан курăнать. Галина малтанах «Родник» ял хуçалăх кооперативĕнче бухгалтерта вăй хунă. Халĕ вара пĕлĕвне Теччĕри ял хуçалăх техникумĕнче малалла ÿстерет. Çав вăхăтрах зооветеринари наукипе кăсăкланать. Выльăхсем чирлесен е ĕне пăрулама аптăранă пулсан ветеринари фельдшерĕ те хăех.

Валерипе Галина пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланса, килĕштерсе пурăнаççĕ. 20 çул вĕсем çемье чăмăртани. Валерий малтанах колхозра механикра тăрăшнă.

– Пирĕн хулана каяс шухăш нихăçан та пулман. Çуралса ÿснĕ тăван кĕтесрен хакли çук. Ялта ĕç çук, кансĕр теççĕ вара. Ÿркенмесен пурте пулать. Ĕç çук тесе ахаль калаççĕ, каккуй çук, ирхине тăватă сехетре ура çине тăратпăр та çĕрле тăхăр сехетчен те пушанаймастпăр, – тет Валерий Иванович мăнаçлăн.

Çĕр çинче, выльăх-чĕрлĕх ÿстерсе çителĕклĕ пурнăçпа пурăнма пултарнине те пытармасть вăл. Лавккаран аш-пăш, сĕт-турăх туянмаççĕ. Çăкăр-булкăна та килтех пĕçереççĕ.

Патшалăхăн çамрăк çемьесене пулăшакан программипе те усă курнă вĕсем. Виçĕ ывăл çуратнă, вĕсене пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларас тесе ăнтăлаççĕ. Аслисем ятарлă пĕлÿ илнĕ. Кĕçĕнни, Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищине вĕренме кĕнĕ. Пĕрремĕш курс студенчĕ хут купăспа епле кăна янраттарать! Районти «Янра, хут купăс» конкурсăн лауреачĕ. Сăмах май каласан, Галинăн кукашшĕ, куккăшĕсем ăста вăйăçăсем. Пĕр-пĕр уяв йĕркелесен тăватă купăсçăпа юрласа-ташласа савăнаççĕ тăванлăха мала хуракансем.

Культурăллă канма та пĕлеççĕ Московскисем. Ялти клубра çулсеренех арçынсен фестивалĕ йĕркелеççĕ. Пуçару ушкăнĕнче – Лаш Таяпа ял тăрăхĕн депутачĕ Валерий Московский. Тĕрлĕ ăмăртусен çĕнтерÿçисене призсем парасси ырă йăлана кĕнĕ. Пĕр çулхине вĕсен çемйи конкурсра теннис сеткине çĕнсе илчĕ. Халĕ зала вырнаçтарнă ăна. Пушă вăхăт тупăнсанах çемье теннисла, шашка-шахматла вылять. Кунта та хăйсен çирĕп йăлине мала хунă: кам вăййа выляса ярать, унăн кил картине тухса ĕçлемелле… Картишĕнче ытти выльăхсем пур. Пĕрре те тунсăхласа ларма вăхăт çук. Галинăн кăлтăр-кăлтăр хитре кулли, илемлĕ сасси çемьере тăнăçлăх та килĕшÿ хуçаланнине чăннипех çирĕплетет. Ăста кил хуçи хĕрарăмĕ чăваш юррисене епле шăрантарать тата!

Чăннипех те савăнатăн çакăн пек маттур та пултаруллă çамрăксене тĕл пулсан. «Ĕç – пурнăç тыткăчи», – тени пустуй сăмах мар.

В.КИРИЛЛОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Валерипе Галина Московскисем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code