Вторник, Январь 25, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кĕске хыпарсем

Кĕске хыпарсем

Юбилее капăрлатать

Чăваш автономи облаçĕн 100 çулхи юбилейĕн логотипне çирĕплетнĕ.

Ăна Шупашкар ÿнер училищин преподавателĕсемпе студенчĕсем туса хатĕрленĕ.

Республика юбилейĕн логотипĕ фестивальсемпе конкурссен пичет продукцине /буклет, листовка, афиша/, ялав конструкцийĕсене, сувенирсене илемлетĕ. Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине тата Республика кунне уявламалли лапамсене те пĕр стиле пăхăнса капăрлатма йышăннă. Чăваш Республикин вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене те уяв мероприятийĕсене тата общество вырăнĕсене хатĕрленĕ чухне çакна шута илме сĕннĕ.

Уява хатĕрленсе

Чăваш Енре республика юбилейне хатĕрленесси хĕрÿ пырать.

Уяв тапхăрĕнче ирттермелли тĕп мероприятисене палăртнă ĕнтĕ. Вĕсене кăçал Шупашкар тата Хĕрлĕ Чутай районĕнче йĕркелĕç. Республика кунне уявлама асăннă çак тăрăх конкурсра çĕнтерсе тивĕçнĕ.

Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров палăртнă тăрăх, халĕ шăпах район центрне йĕркене кĕртессипе ĕçлеççĕ. Тĕп мероприяти район центрĕнче иртет. Хĕрлĕ Чутая пырса кĕнĕ вырăна районăн символикине вырнаçтарнă. Унта ял тăрăхĕсене те кăтартнă.

Уяв программине хатĕрлеççĕ. Мероприятисем иртмелли лапамсене, вĕсенчи ĕç-хĕле палăртаççĕ тата ытти те. Яваплă тапхăра кашни предприяти-организацие явăçтараççĕ.

Черетлĕ ларура

Ветерансен районти канашĕн президиумĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ.

Ларăва хутшăннисем – социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Ирина Аникина, Николай Павлов, Серафима Терентьева, Фаик Идиатуллин, Роза Молодова тата ытти ветерансем аслă ăрурисене обществăлла ĕçсене активлă явăçтарас, Аслă Çĕнтерÿпе çыхăннă мероприятисене анлăн ирттерес, çитĕнекен ăрăва воспитани парас ĕçе хастар хутшăнас, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе пĕрлĕхре ĕçлес ыйтусене хускатнă.

Л.ЗАЙЦЕВА,
ветерансен канашĕн ертÿçи.

Конкурсра çĕнтернĕ

Шăмалакри ĕç ветеранĕсен – Зоя Кулаковăпа Людмила Чернован чун хавалĕ иксĕлми. Ватăлма вĕсен вăхăчĕ те çук.

Мал ĕмĕтлĕ, пурнăçа юратакан çак хĕрарăмсем иккĕшĕ те поэзие кăмăллаççĕ, сăвă йĕркисем вара вĕсен чун-чĕри витĕр, хăй тĕллĕнех сăрхăнса тухаççĕ тейĕн. Чăннипех, пултаруллă!

Зоя Кулаковăпа Людмила Чернова нумаях пулмасть район шайĕнче Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнине халалласа иртнĕ «Волков вулавĕсем» конкурсра та хăйсен сăввисене вуланă. Унта та вĕсен пултарулăхне палăртмасăр май килмен, иккĕшĕ те малти вырăнсене тивĕçнĕ.

В.УСАНОВА.

Арçын ачасем ытларах

Районти ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем пĕлтернĕ тăрăх, районта демографи лару-тăрăвĕ савăнтарсах каймасть.

Кăçал 14 ача çуралнă /вĕсенчен 8-шĕ арçын ача/, 42 çын пурнăçран уйрăлнă, 1 çемье чăмăртаннă, 4 çемье саланнă.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code