Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Яваплăха туякан

Яваплăха туякан

Хуçалăхри ĕçсем ăнăçлă та кал-кал пырасси кашни ĕçченрен килет.

Александр Николаев «Прогресс» хуçалăхра чылай çул механизаторта тăрăшать. Яваплăха туяканскер шаннă тивĕçе яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Кирек хăш техникăна та пăхăнтарать ăста ĕçчен. Ака тата вырма вăхăтĕнче канлĕх мĕнне пĕлмесĕр иртен пуçласа мĕн çĕрлеччен кĕрлеттерет вăл хăйне шанса панă техникăна – килне çывăрма анчах таврăнать. Пĕлтĕр вăл хуçалăхăн 4-мĕш бригадинче кĕрхи çĕртме сухи тăвас ĕçре пысăк тăрăшулăхпа палăрнă. Ĕçне кура – хисепĕ. Александр Николаева кăçал «Прогресс» хуçалăхăн пухăвĕнче Хисеп хучĕ тата телевизор парса чысланă.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code