Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сывлăха çирĕплетме йыхравлаççĕ

Сывлăха çирĕплетме йыхравлаççĕ

Вăхăт пĕр сисĕнмесĕр малалла шăвать. Акă, Елчĕкре «Улăп» физкультурăпа спорт комплексĕ çĕкленсе ларни те 10 çул иртрĕ.

Пысăк та хăтлă спорт керменĕ хута кайнăранпах районти ветерансем «Сывлăх» спорт клубне çырăнчĕç. Вĕсен йышĕнче тĕрлĕ профессиллĕ, тĕрлĕ ỹсĕмри çынсем. Вĕсене пĕр тĕвве пĕрлештерекенĕ вара — сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшни.

Февралĕн 11-мĕшĕнче «Сывлăх» спорт клубне çỹрекенсем волейболла выляс, тĕл перес тата дартс енĕпе район шайĕнчи ăмăрту йĕркелеççĕ. Спорт ветеранĕсем ял тăрăхĕсенчи, организацисемпе предприятисенчи, хуçалăхсенчи ветерансене тупăшăва йыхравлаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code