Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Зачетшăн — 20 пин тенкĕ

Зачетшăн — 20 пин тенкĕ

Шупашкарти университетсенчен пĕринче кафедра доценчĕ суд умне тăнă. Хĕрарăма Уголовлă кодексăн 290 статйин 3-мĕш пайĕпе айăпланă — следстви тата суд палăртнă тăрăх, 2023 çулхи çĕртме уйăхĕнче пĕр студентран 20 пин тенкĕ взятка илнĕ. Пĕтĕмлетỹ экзаменне тытмалли сессие хутшăнма чарас хăрушлăх тухса тăнă та — çамрăк çын доцента вăл ертсе пыракан предметпа «парăмсене» татнăшăн, зачет лартса панăшăн çапла «хавхалантарнă». Тỹлев илнĕ хыççăн преподаватель студентăн пĕлĕвĕ тивĕçлĕ шайра пулнине ĕнентерсе алă пуснă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code