Полицейскисем 20 килограмм наркотик тиесе çула тухнă Екатеринбург çыннисене тытса чарнă, вĕсемпе пĕрле саккасçă та çакланнă.
«Наркăмăш» тиесе çула тухнă «Инфинитие» наркополицейскисем ПАИ сотрудникĕсем пулăшнипе М-12 автотрасса çинче Çĕмĕрле округĕнче чарнă. Арендăна илнĕ машина салонĕнчи çамрăксем транспорт хатĕрĕн капочĕ айне 20 килограмм ытла мефедрон чĕркемĕсене пытарнине тунса тăман…

