Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕрлĕ районти çемьесем ăмăртрĕç

Тĕрлĕ районти çемьесем ăмăртрĕç

Массăллă оборона тата спорт уйăхлăхне халалласа «Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексĕнче Афган тата Чечен вăрçисене хутшăннă ветерансемпе инвалидсен çемйисен республика шайĕнчи çиччĕмĕш спартакиади иртрĕ. Унта Шупашкар, Çĕрпÿ, Шăмăршă, Канаш хулисенче, Сĕнтĕрвăрри, Елчĕк, Тăвай, Комсомольски тата ытти районсенче пурăнакан çемьесем хастар хутшăнчĕç.

Ăмăртăва хутшăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, Чăваш Республикин ачасен прави енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Елена Романова, Пĕтĕм Раççейри Афган вăрçинче тата ытти вăрçăсенче сусăрланнă инвалидсен общество организацийĕн Чăваш Республикинчи организацийĕн правленийĕн председателĕ Геннадий Матвеев, хĕрÿ точкăсенче çапăçнă ветерансен пĕтĕм Раççейри общество организацийĕн районти уйрăмĕн председателĕ Петр Анисимов тата ыттисем те саламларĕç, çирĕп сывлăх сунчĕç. Интернационалла тивĕçе чыслăн пурнăçланă, çĕршыв хÿтĕлевçи ята çÿллĕ шайра тытнă салтаксем ертÿçĕсенчен тав сăмахĕсене тивĕçрĕç.

Вăрçăран таврăнайман паттăрсене асăнса пĕр минут шăп тăнă хыççăн тĕрлĕ районти ветерансен çемйисем хăйсен вăй-халне тата пултарулăхне тĕрлĕ вăйă-ăмăртура тĕрĕслерĕç. Шашка-шахмат, нарды, джакколо, дартс тата ытти вăйăсем, канат туртассипе, пăшал перессипе, автомата салатса пуçтарассипе, волейболла выляссипе иртнĕ ăмăртусем çынсене йышлă пуçтарчĕç. Волейбол вăййинче тата канат туртакансен ăмăртăвĕнче Елчĕксем çĕнтерчĕç. Икĕ вăйăра та иккĕмĕш вырăна Сĕнтĕрвăрри тата Тăвай районĕсен, виççĕмĕш вырăна Шупашкар хулин «Шурави» команди тивĕçрĕ.

Ытти ăмăртусем те питĕ хĕрÿ иртрĕç. Николай Малышкинпа Вячеслав Захаров уява кĕвĕ-çемĕпе илемлетрĕç.

Спартакиадăна хутшăннă çемьесем ăна йĕркелеме пулăшнă спонсорсене – Юрий Краснова /«ЮККА» фирмăн генеральнăй директорĕ/, «Труд», «АСК-Яльчики», Ленин ячĕллĕ хуçалăхсен ертÿçисене Валерий Германова, Юрий Галкина, Валерий Падуева, Леонид Григорьев, Дмитрий Чернов /Кивĕ Эйпеç/, Сергей Разумов /Тÿскел/ уйрăм предпринимательсене пысăк тав сăмахĕ каларĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Николай Клементьев афганеца медальпе чысланă самант.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code