Воскресенье, Октябрь 25, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Диспансеризацин пĕрлĕхлĕ кунне

Диспансеризацин пĕрлĕхлĕ кунне

кашни уйăхра пĕр шăматкун йĕркелеççĕ. Март уйăхĕнчи пĕрлĕхлĕ кун шăпах паян иртет.

Диспансеризаци тĕрĕслевĕнче малтанах, çынсен ÿсĕмне кура, тĕрлĕ тĕрĕслевсем ирттереççĕ. Пирвай пациентăн анкетировани витĕр тухмалла. Унтан унăн йывăрăшне, çÿллĕшне виçеççĕ, кĕлетке виçине палăртаççĕ. Юнри глюкоза тата холестерин шайне те тĕрĕслеççĕ. Пациентăн флюорографи, ЭКГ тумалла. Хĕрарăмсен, паллах, акушер-гинеколог патĕнче тĕрĕсленмелле. 40 çул тултарнисен маммографи тутармалла.

Калас пулать, района куçса çÿрекен маммограф килни тĕрĕслев ĕçне чылай çăмăллатрĕ. Ятарлă графикпа килĕшÿллĕн, ял тăрăхĕсенчи 300 ытла хĕрарăм хăйсен сывлăхне тĕплĕн тĕрĕслеттерме пултарчĕç. Çакă шăпах онкологи чирĕсене хирĕç иртнĕ уйăхлăхпа çыхăнчĕ. Çак тапхăрта сывлăх учрежденийĕсенче, шкулсенче тĕрлĕ лекци, калаçу, флешмоб иртĕ.

Диспансеризаци витĕр тухас тесен чи малтанах участокри врачсемпе фельдшерсем патне каймалла, унтан районти тĕп поликлиникăн медицина профилактикин кабинетне килмелле. Çумра паспорт, ОМС полисĕ тата амбулатори картти пулмалла.

Тĕрĕслевсем витĕр тухнă хыççăн пациентăн терапевт тухтăр патне кĕмелле. Вăл анализсене кура диагноз лартать, кирлĕ пулсан хушма тĕрĕслевсем тума ярать. Хушма тĕрĕслевсене диспансеризацин иккĕмĕш тапхăрĕнче ирттереççĕ. Врач хушăвĕпе тĕрлĕ профильлĕ специалистсем патĕнче консультаци илмелле, çавăн пекех тĕрлĕ тĕпчевсем витĕр тухмалла пулать. Ун хыççăн каллех сире терапевт тухтăр йышăнать. Вăлах диагноз лартса сывлăх ушкăнне палăртать.

Аса илтеретпĕр: çĕнĕ йĕркесемпе килĕшÿллĕн, 18-39 çул тултарнисем хăйсен сывлăхне 3 çулта пĕрре тÿлевсĕр тĕрĕслеттерме пултараççĕ. Çав вăхăтрах вĕсем сывлăхне кашни çулах профилактика майĕпе тĕрĕслеттерме те пултараççĕ. Кăçал 1951, 1954, 1957, 1960, 1963, 1966, 1969, 1972, 1975, 1978, 1981, 1984, 1987, 1990, 1993, 1996, 1999, 2002 çулсенче çуралнисен хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерме майсем тупмаллах.

40 çултан иртнисен диспансеризаци витĕр кашни çулах тухма юрать. Асăннă ÿсĕмпе пĕр килменнисен профилактика тĕрĕслевĕ витĕр тухма пултараççĕ. Тĕрĕслев умĕн апатланма юрамасть. Кăштах шыв ĕçме юрать. Кăтарту тĕрĕс пултăр тесен юн анализне выç варла памалла. Ытти анализсем пирки участокри врачсем пĕлтереççĕ.

РФ Ĕç кодексĕпе килĕшÿллĕн ĕçлекенсем диспансеризаци тĕрĕслевĕ витĕр тухма канмалли кун илме пултараççĕ. Пенсионерсене тата пенси çулне çывхаракансене медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма кашни çулах икшер канмалли кун параççĕ. Ĕç кунĕсенче диспансеризаци витĕр тухайманнисене шăматкунсенче йышăнаççĕ.

Л.ФОМКИНА,
медицина профилактика кабинечĕн медицина сестри.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code