Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сăпайлă, ăшă чунлă

Сăпайлă, ăшă чунлă

Çут çанталăкăн пур вăхăчĕ те савăк. Çурхи кунсем хĕвел хĕртнипе, çут тĕнче чĕрĕлнипе илĕртеççĕ Вăрăмхăвари Елена Карсаковăна. Çак тапхăрта яланах унăн чун-чĕри савăнăçпа тулать, пит-куçĕ илемлĕн çуталать.

Виталий Карамаликов лавккинче сутуçăра тăрăшаканскер сакăр сехет çитиччен унта тулли кăмăлпа утса çитрĕ, ĕç тумтирне тăхăннă хыççăнах касса аппаратне ярса сменăна уçрĕ, сентресен тирпейлĕхне пăхса çаврăнчĕ. Вăхăт нумай та иртмерĕ – тавар туянакансем пырса та кĕчĕç. Ял çыннисем ирех Елчĕкри çăкăр завочĕ пĕçернĕ çăкăр, булка изделийĕсене хаваспах туянаççĕ. Кашнине тарават та ăшшăн йышăнать Елена Васильевна. Унăн ĕçĕпе уйрăм предприниматель те кăмăллă.

– Мана сутуçă профессийĕ мĕн çамрăкран килĕшнĕ. Малтанах райпон куллен кирлĕ таварсем сутакан лавккинче тăрăшаттăм. Вăл хупăнсан, ăна Виталий Петрович туянсан, унта ĕçлеме пуçларăм, – сăпайлăн пуплет Елена Васильевна.

Чăн та, лавкка таварпа пуян. Унта ял çыннине кирлĕ мĕнпур япала пур. Пĕр-пĕр тавар сутăнса пĕтсенех ăна заказ параççĕ те çийĕнчех кÿрсе килеççĕ.

Сăмах май каласан, ялта лавкка çукки питĕ кансĕр. Мĕн тесен те халĕ килте çăкăр та пĕçерместпĕр, ытти тĕрлĕ апат-çимĕçсĕр те пурăнаймастпăр. Кулленхи пурнăçра апат-çимĕçсĕр пуçне ытти хуçалăх, строительство япалисем те кирлĕ. Пурте хулана е район центрне кайса туянаймаççĕ вĕт. Ял çыннисен ыйтăвне тивĕçтерсе В.Карамаликов малтан хăйĕн кил-çурчĕ умĕнче павильон уçнă, унтан райпон хупăннă лавккине туяннă. Пурăна киле ăна илемлетнĕ, çĕнетнĕ, çи виттисене улăштарнă. Аслă çул çинче вырнаçнăран иртен-çÿрен те йышлăн кĕрсе тухать кунта. Таварсен ассортименчĕ пуян пулнине пĕлтерет ял халăхĕ.

Елена Карсакова сутуçă хăйĕн профессийĕнче чăн ăста. Вăл ял çинче хисепре.

– 30 çул ытла ĕçлетĕп суту-илÿ сферинче. Хама шанса панă тивĕçе чыслăн пурнăçлама тăрăшатăп. Сÿрĕк кăмăллă тавар туянакансенех курма тивмен, – тет ĕç ветеранĕ.

Чăваш Шуршу ялĕнче çуралса ÿснĕ Елена 1979 çулта Вăрăмхăвари Борис Карсаковпа пĕрлешсе пилĕк ачана пурнăç парнеленĕ. Шел, мăшăрĕн хÿттинче ĕмĕр тăршшĕпе пурăнма пÿрмен ăна. 2008 çулта учительте тăрăшнă Борис Сергеевич чĕрепе чирлесе вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă. Пĕринчен тепри пĕчĕк ачасене ура çине тăратасси черчен те çепĕç, çав вăхăтрах харсăр хĕрарăмăн хулпуççийĕ çине тиеннĕ пулсан та йывăрлăх умĕнче пуç усман. Шăлне çыртнă та малалла талпăннă, ачисене вĕрентсе анлă пурнăç çине кăларас тĕллеве чыслăн пурнăçланă. Паян Елена Васильевна тăван килте пĕчченех кун кунлать. Ачисем мăшăр çунат хушса ăшă йăваран вĕçсе тухса хăйсен çемйине чăмăртанă. Ватлăхра вĕсемпе савăнса пурăнасчĕ тесе кăна шухăшлать амăшĕ.

Асли, Адам, Чечен вăрçине хутшăннăран, Елена Васильевнăн çÿçĕсем самай шуралнă. Çĕр çывăрайман каçсенче Турра кĕл тунă амăшĕ. Халĕ ывăлĕ Пăва хулинче хăй юратнă электрик профессийĕпе ĕçлет. Мăшăрĕпе икĕ ача ÿстереççĕ. Алена та пиччĕшĕпе пĕр хуларах пурăнать. Воспитательте тăрăшать. Вĕсен çемйинче те икĕ тĕпренчĕк çитĕнет. Сергей – водитель. Ульяновск хулинче хунав янă. Арăмĕпе икĕ ачине воспитани параççĕ. Костя – Мускавра, Наташа Хусанта тымар янă. Çемьеллĕ, ачисене ырă-сывă çитĕнтерессишĕн ăнтăлаççĕ. Çывăхри хулара пурăнакансем çеç мар, инçетрисем те амăшĕ патне килсе çÿреме вăхăт тупаççĕ. Тăхăр мăнукĕпе савăнать сатур хĕрарăм.

Кунĕпе те татăлмасть çын лавккаран. Теприсем пĕр-пĕрне курса калаçмалла та кĕрсе тухаççĕ унта. Район хаçатĕнчи статьясене сÿтсе явасси те йăлана кĕнĕ. Сăпайлă та тарават сутуçă кашнийĕнпе пĕр чĕлхе тупать. Тепĕр чухне хытăрах калаçма пăхакансем сутуçăн çемçе те çепĕç пуплевĕнчен вăтанса намăсланаççĕ те.

Канмалли кунсенче Елена Васильевнăна Виталий Петровичăн мăшăрĕ Альбина Николаевна улăштарать. Патреккелĕнчи тĕп шкулти ачасене математика вĕрентекенскер, пысăк та анлă тавра курăмлă, обществăра хастар. 30 çул ытла ачасене тарăн пĕлÿ панипе пĕрлех сутуçăра тăрăшма та вăхăт çитерет. Пĕчĕкрен алă усса ларма хăнăхман Çĕнĕ Пăва хĕрĕ.

Сăмах май каласа хăварар, Карамаликовсем ялти тăрăшуллă та харсăр çемье. 1987 çултанпа шăкăл-шăкăл калаçса, пĕр-пĕрне ăнланса та тату пурăнакан мăшăр икĕ ачана çĕршыва юрăхлă çынсем пулса çитĕнтернĕ. Димăпа Марина аслă пĕлÿ илнĕ. Хĕрĕ, амăшĕ пекех, педагог профессине суйланă.

Сăпайлă та ăшă кăмăллă хĕрарăмсем пурнăç илемĕпе киленсе пурăннишĕн хĕпĕртемелли анчах юлать.

В.СМИРНОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Е.Карсаковăпа А.Карамаликова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code