Суббота, Сентябрь 19, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вулакансемпе куçа-куçăн

Вулакансемпе куçа-куçăн

2020 çулхи иккĕмĕш çур çула хаçат çырăнтармалли кампани пуçланнă май кăçал та хамăр вулакансемпе куçа-куçăн тĕл пулса калаçса вĕсен шухăш-кăмăлĕпе интересленессине ырă йăларан кăлармарăмăр. Çак тĕллевпех Вырăскассипе Çуткÿл ялĕсенчи вулакансемпе тĕл пултăмăр.

Ял çыннисем культура çуртне йышлăн пуçтарăннă. Пирĕн тĕл пулусене вырăнти почтальонкăсем те хаваспах хутшăнаççĕ. Культура çуртĕнчех «Елчĕк ен» хаçата çырăнтарассине йĕркелесси тĕп вырăнта пулнăран вĕсем каçхи вăхăта пăхмасăр, яланах пирĕнпе юнашар. Курнавăш почта çыхăну уйрăмĕн почтальонкисем Светлана Фоминăпа Галина Векова ял çыннисене район хаçатне çырăнтарассине йĕркелерĕç. Çăмăл алăллă пулас тесе эпĕ те Çуткÿл ялĕнче пурăнакан хисеплĕ ватăна, 85 çула кайнă хаклă та çывăх тăванăма – Евгения Новиковăна çитес çур çулта илсе тăма район хаçатне çырăнса патăм. Çавăн пекех Геннадий Веков, Юрий Уваров, Алексей Кириллов, Алексей Лакачов, Ольга Иванова, Елена Аверьянова çемйисем çитес çур çулта та хаклă çывăх тусĕпе пĕрле пулассине çирĕплетрĕç.

Хальхи вăхăтра Вырăскассисем «Елчĕк ене» 45, Çуткÿлсем 39 экземпляр илсе тăраççĕ.

– Район хаçатне ачаранах юратса вулатпăр. Вăл вулакансен кĕтнĕ тусĕ. Хаçат урлă эпир районти мĕнпур хыпара – район администрацийĕн канашлăвĕнче сÿтсе явнă çивĕч ыйтусенчен пуçласа ял хуçалăх, культура, спорт тата ытти те… хыпарсене пĕлсе тăратпăр. «Елчĕк ен» те тепĕр икĕ çултан 90 çулхи юбилейне кĕтсе илĕ. Унăн вулаканĕсем ÿссех пыччăр, – терĕ нумай çул хушши Курнавăш ял совечĕн пуçлăхĕнче, ытти яваплă должноçсенче вăй хунă Геннадий Веков.

– Эпир килте «Елчĕк ене» иккĕ çырăннă. Арăм та почтальон ăна парса хăварсан чи малтан вуласшăн, эпĕ те, – терĕ пирĕн хаçатăн чи çывăх тусĕ, анчах вăл ятне, хушаматне палăртмасăр хăварма ыйтрĕ.

Культура çуртне пухăннисем умĕнче район хаçачĕн тĕп редакторĕ Николай Малышкин тухса калаçрĕ. Вăл хаçат ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнисĕр пуçне хамăр кăларнă кĕнекесене ял библиотекине парнелерĕ. Çавăн пекех кĕнеке-парнесене ялти чи сумлă вулакансем те тивĕçрĕç.

Тĕл пулăва концерт малалла тăсрĕ. Вырăскассипе Çуткÿлсем хăйсен патĕнче тÿлевсĕр чаплă концерт хăçан курнине те астумаççĕ иккен. Юрий Кашкăр, Николай Малышкин, Вячеслав Захаров, Александр Шляпин куракансене тăванлăх, юрату, пурнăç юррисемпе тыткăна илчĕç. Чĕрĕ сасăпа, купăс-баянпа янраттарнă юрă-кĕвĕ ял çыннисен кăмăлне савăнăç кÿчĕ.

Каласа хăвармасăр иртес мар, хальхинче пирĕн тĕл пулăва Елчĕк каччи Александр Шляпин хутшăнма кăмăл турĕ. Юлашки вăхăтра çамрăк купăса ăста тăсса каланипе кăна мар, юрланипе те хамăр тăрăхра палăрчĕ. Шкул хыççăнах Типшĕм Сашукпа бард-рок шăрантаратчĕ-ха вăл, виçĕ çул каялла хăй тĕллĕн купăс калама вĕреннĕ те чăваш халăх юррисем шăрантарать. Компьютер ăсти юрă та çырнă. Куракансене унпа та паллаштарчĕ.

Николай Малышкин 300 ытла юрă çырнă Юрий Кашкăра, виçĕ кĕнеке авторне, тĕрлĕ ят-сума тивĕçнĕ Вячеслав Захарова район хаçачĕпе туслă çыхăну тытнăшăн Тав хучĕ парса чысларĕ.

Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Мартышкин, культура çурчĕн заведующийĕ Юрий Уваров хăнасене инçетри ялсене çитсе халăхпа тĕл пулса уççăн калаçнăшăн, савăнăç парнеленĕшĕн тав турĕç.

В.КИРИЛЛОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Г.Векова, С.Фомина почтальонкăсемпе Е.Аверьянова, Г.Веков.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code