Çитĕннисенче пуринче те тенĕ пекех /90-95 процент/ туберкулеза пуçарса яракан микробсем пур, анчах унпа хăшĕ-пĕри çеç чирлет. Микробактерисем питĕ тÿсĕмлĕ: йĕпе сурчăкри 75 градусра та 30 минут вĕретсен,100 градусра – 5 минутран, типĕ сурчăкри 100 градусра 45 минутран тин вилеççĕ. Пÿртре пĕр уйăх, сĕт-çура 10 уйăх, тăпăрчăра 8 уйăх таран пурăнма пултараççĕ. Хĕвел çути вара 5-10 минутра тĕп тăвать.
Камран тата мĕнле ерет?
Инфекци аталанма май паракан факторсем икĕ тĕрлĕ пулаççĕ: шалти тата тулти.
Пĕр ушкăнĕнче грипп, ÿпке шыççи, сахăр диабечĕ, хырăм çĕрни, авитаминоз кĕреççĕ. Çавăн пекех операци, аборт, нерв, ăс-тăн чирĕ хыççăн та пуçланма пултарать.
Тепĕр ушкăнне япăх пурнăçпа йăла условийĕсем, професси тĕлĕшĕнчи сиенсем, час-часах ывăнни, табак туртни, эрех ĕçни кĕреççĕ.
Паллах, ăна сараканĕ – чирлĕ çын. Унăн мĕн пур органĕсем сиенленеççĕ. Чир чи малтан ÿпкесенче пуçланать. Унтан вăл шăмăсене, çÿлти сывлăш çулĕсене тата хырăмлăха лекме пултарать. Çын сурчăкĕ, шăк, каяш, выльăх-чĕрлĕх, сĕт продукчĕсем, пиçсе çитмен аш-какай урлă та ерет. Чĕрĕлле чирлĕ чăх çăмарти çисен, вăл пуçланас хăрушлăх пысăк.
Сывă мар çын урайне сурни, çемьере пурте пĕр савăтпа тата пĕр ал шăллипе усă курни уйрăмах хăрушă.
Уçă формăллă туберкулезпа чирленĕ çынсен шкулсенче, столовăйсенче, апат-çимĕç лавккисенче ĕçлеме юрамасть.
Прививка тума ан манăр
Кăкăр ачисене çуралсанах пĕрремĕш эрнере, кайран тепĕр хут 7 çулта тăваççĕ. Прививка тунă ачасем ыттисемпе танлаштарсан сахалтарах сиенленеççĕ. Килте уçă формăллă тата активлă формăллă чирлĕ çын пулсан ача-пăча сывлăхне тĕрĕслесех тăмалла.
Эрех, пирус сиенĕ
Ĕçкĕпе ашкăнакан, пирус туртакан, наркотиксемпе туслă çынсен туберкулез чирĕ вăрахрах, йывăртарах иртет. Алкоголь – вăйлă наркăмăш. Вăл организмăн пур органĕсене те пысăк сиен кÿрет. Табак туртни те чире сарăлма пулăшать. Чирлĕ çын час-часах сурать, унта-кунта пирус тĕпĕсем пăрахать.
Гигиенăна пăхăнмалла
Çыннăн организмĕ туберкулеза ан парăнтăр тесен, пурнăç условийĕсене лайăхлатмалла. Алă тытса саламлама та, чуп тума та юрамасть. Ăна сипленме уйрăм пÿлĕме вырнаçтармалла, май çук пулсан чаршавпа уйăрмалла. Урайне çусах тăмалла. Чирлĕ çын апат çинĕ хыççăн савăт-сапана вĕретмелле. Чирлĕ çынна больницăра сиплемелле. Унăн врач хушнине çирĕппĕн пурнăçламалла.
Ÿпке туберкулезне хăвăрт тупса палăртмалли мел вăл – флюорографи. Çавăнпа та вăхăтран-вăхăта çак меслетпе сывлăха тĕрĕслеттерсех тăмалла.
Уйăхлăх вăхăтĕнче районти тĕп поликлиникăра уçă алăксен кунĕсем иртеççĕ. Çакă флюорографи тĕрĕслевĕ витĕр тухма меллĕ тапхăр. Туберкулезпа чирлисен йышĕнче – яланлăх ĕç вырăнĕ çук арçынсем. Инçете ĕçлеме çÿрекенсен хăйсен, çемйин сывлăхĕ пирки шутламаллах.
Л.КАПЛАМОВА,
район больницин фтизиатр тухтăрĕ.