Апрелĕн 16-мĕшĕнче «Ертÿçĕсен команди» тата «Çамрăк лидерсен команди» конкурссем пуçланĕç.
Вĕсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕпе Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствин пуçарăвĕпе иртеççĕ.
Конкурса хутшăнакансен lider.cap.ru сайтра регистрациленсе заявкăсене майăн 15-мĕшĕччен ярса памалла.