Шкул ачисем çуркуннехи каникул хыççăн çĕнĕлле вĕренме тытăнчĕç. Вĕсем тăваттăмĕш чĕрĕке яланхилле партăсем хушшинче мар, компьютер умне ларса пуçларĕç.
Ытти шкулсенчи пекех, Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулти классенче те, коридорта та шăплăх хуçаланать. Шкул ачисем коронавирус инфекцине пула дистанци мелĕпе вĕреннĕрен учительсем интернет уçлăхĕнчи тĕрлĕ платформăпа усă кураççĕ: «Электронлă шкул», «ЯКласс», «Zoom» тата ытти те.
Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕпе килĕшÿллĕн, ачасен хутшăну компетенцине килте вĕреннĕ хушăра та аталантармалла. «Zoom» платформа вара ушкăнпа ĕçлеме питĕ меллĕ. Кунта ачасемпе чĕрĕ çыхăнуллă калаçу йĕркелеме пулать.
Çак çĕнĕ мелпе 8-мĕш класра вĕренекенсемпе черетлĕ тăван литература урокĕ иртрĕ. Паллах, кун йышши урок ирттерме «пĕлÿ арчи» питĕ пуян пулмалла. Кашни урок вара йĕрке тăрăх 30 минут пырать.
«Zoom» хушăм урлă вĕрентекен килте ларакан ачасемпе çыхăнăва тухса вĕсене çĕнĕ пĕлÿпе пуянлатрĕ. Яланхиллех презентацисемпе, экран çинчи доскапа та усă курма пултарнăран ачасен хавхаланăвĕ çÿллĕ шайра пулнине урок вĕçĕнчи смайликсем çирĕплетрĕç. Çакăн йышши хăнăхăва, паллах, алла илме тÿрех çăмăлах мар. Çакна шута илсе ЧР вĕренÿ институчĕн этнокультура вĕренĕвĕн кафедри кашни кунах онлайн занятисем йĕркелет.
Л.АДЮКОВА.