Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чир алхаснă вăхăтра килте пулни вырăнлă

Чир алхаснă вăхăтра килте пулни вырăнлă

Интернетри пĕр страницăра çакăн евĕр видеоролик курма тÿр килчĕ – пĕр капмар хĕрарăм пысăк стакана сăмакун тултарать те ăна çÿллĕ çĕклесе: «Китайская х…я /коронавирус/, вали от меня», – тесе эрехе пĕр сывламасăр ĕçсе ярать.

Енчен те çакăн евĕр «паттăр та хăюллă» çынсене коронавирус ерсен эмел вырăнне /искусствăлла майпа сывлаттармасăрах/ эрех ĕçтерсе сиплеме пуçласан мĕн пулнă пулĕччĕ-ши? Юн тымарĕнчен эмел вырăнне сăмакун яма тытăнсан тата? Чир-чĕре эрех-сăра пулăшнипе анчах сиплеме май пулнă пулсан, Раççейре пĕр чирлĕ çын та пулмалла мар. Календарь çине пăхсан, кашни кун уявра савăнмалла пирĕн.

Малалла сăмахăм эрех-сăрана эмел вырăнне хуракансем пирки мар-ха. Çак статьяна вуласа тухакансем, тен, мана хирĕçлеме пăхĕç, вăрçса та илĕç. Сăмахăм манăн коронавирус эпидемийĕ вăхăтĕнче ĕçке-çике, хăнана тата ытти çĕре сăлтавсăрах тухса çÿрекенсем пирки пулĕ. Самоизоляци вăхăтĕнче пĕр-пĕрин патне е ытти вырăна тĕллевсĕр çÿрекенсем патне манăн 3 ыйту пур:

1. Чир-чĕр пире ермĕ тесе кам шантарса калайĕ?

2. Власть çыннисем, тĕрлĕ религин хисеплĕ çыннисем асăрханма чĕнсе каланине мĕншĕн нимĕн вырăнне те хумастпăр?

3. Енчен те çывăх çыннăр – атте-анне, ывăл-хĕр, пĕр тăвансем е ытти çемье членĕсем çак чирпе чирлесен, пирĕнтен уйрăлса кайсан /Турă сыхлатăр!/ кама айăплăпăр-ши?

Малалла сăмахăм чиркĕве çÿрекен çынсем пирки пулĕ. Кашни çул Мăнкун умĕнхи çĕр чиркÿсенче халăх йышлă. Ытти уявсене, вырсарникун иртекен кĕлĕсене халăх сахал пуçтарăнать. Мĕне пĕлтерет ку пулăм? Эпир çулталăкра пĕр хут – Мăнкунра чиркĕве килнине пĕлтерет. Ытти чух вара чиркĕве çÿрейменнине вăхăт çуккипе сăлтавлатпăр, е наянлăха çĕнтерейместпĕр. «Эпидеми вăхăтĕнче чиркĕве çÿресрен тытăнса тăрар», – тесе чĕнсе каланăшăн кăмăлсăрланатпăр.

«Турă пире инкекрен сыхлать», – теççĕ хăшĕ-пĕрисем. Анчах та эпир хамăр чирлемесен те çак вируса йăтса çÿрекенсем пулма, ăна çывăх çынсене ертме пултаратпăр. Çакна темшĕн ăша хывмастпăр. «Турра шан та, хăв та сыхă пул», – теççĕ вырăссем.

Мĕнле сыхланмалла? Темле йывăр ĕç мар. Кун каçа «Эй, çÿлти Аттемĕр…» кĕлле миçе хутчен вулатпăр? Апат çиес умĕн, тăрансан хамăр çине хĕрес хывса Турра тав тăватпăр-и? Е тата ачасем, ытти çемье членĕсем çывăрма выртсан вĕсем çине хĕрес хывса кĕлĕ вулатпăр-и? Çывăх çыннăмăрсене, православи халăхне ырă сунса кĕлĕ вулатпăр-и тата? Таса аттемĕрсемпе танлашаймăпăр, паллах, çапах та çак ансат кĕлĕсене куллен вулани инкекрен упратех. Таса çынсем Турă умĕнче пĕтĕм çынсемшĕн кĕлĕсем вулама пушхирсене, вăрмансене тухса кайнă. Унта чиркÿсем пулман. Çав таса вырăнсем çинче вăхăт иртсен çеç чиркÿсемпе мăнастирсем çĕкленнĕ, анчах та пур çĕрте те мар.

Халăха тĕрĕс ăнланма ыйтатăп. Эпĕ чиркĕве çÿремелле мар тесе чĕнсе каламастăп. Иртсе каять çак паянхи хăрушă чир вăхăчĕ. Ку тапхăра тÿсĕмлĕн чăтса ирттермелле. Турă тÿснĕ – пире те тÿсме хушнă. Эпидеми вăхăчĕ иртсен чиркÿре виçĕ Ипостаçлă Турра мухтаса юрласа кĕлĕ тăвăпăр. Ун чухне чиркÿ тулли халăх пултăр – чăн-чăнах Христос чĕрĕлсе тăнине ĕненекенсем. Христос Туррăмăр: «Мана юратнă пек çывăх çыннăрсене те юратăр», – тенĕ. Вĕсене юрататпăр, хисеплетпĕр пулсан чир хăрушлăхĕнчен хÿтĕлер, килте юлар.

А.СОРОКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code