Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сывлăхлă пулăр!

Сывлăхлă пулăр!

Çулсеренех юпа уйăхĕн пĕрремĕш кунĕнче Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунне – хисеплĕхпе юрату, пĕрлĕхпе ыр кăмăллăх уявне паллă тăватпăр. Тивĕçлĕ канурисене вĕсен пархатарлă ĕçĕшĕн, обществăри хастарлăхĕшĕн тата иксĕлми ăс-хакăлĕшĕн тепĕр хутчен тав тума сăлтав та çакă.

Чăвашстат уяв умĕн хатĕрленĕ цифрăсен портречĕ тăрăх, республикăра 2019 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне 1 миллион та 223 пин çын пурăннă. Çав шутран 315 пинĕшĕ – аслă ăрурисем. Вĕсенчен 178 пинĕ хуласенче, 137 пинĕ ялсенче тĕпленнĕ. Çулпа илес пулсан: 80 çултан каçнисем 46 пин çын, 9 теçеткене хыçа хăварнисем – 6 пин, пĕр ĕмĕр юбилейне паллă тунисем – 114-ăн.

Пурнăç карапĕ пенси çулĕсенче те шанчăклăн малаллах ишет. Иртнĕ çул 120 мăшăр çемье чăмăртанине çирĕплетнĕ, вăл шутран ялсенче – 24.

Аслă ăрурисем хастар пурнăç йĕркине тытса пыни те, физкультурăпа туслă пулни те çамрăксемшĕн тĕслĕх. Вĕсем концертсене ?29 процент/, çул çÿревсене ?24/, бассейна ?19/ çÿрени, уçă сывлăшра ятарлă хусканусенче ?22/ пиçĕхни ăмсанмалăх мар-и; Нумайăшĕ паян Интернетпа та туслă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code