Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çакна курма та тиврĕ-и?

Çакна курма та тиврĕ-и?

Коронавируспа çыхăнну лару-тăру хальхи вăхăтра, чăннипех, çивĕч. Чăваш Республикинче хăрушă чирпе сиенленекенсен хисепĕ ÿссех пырать. Çак эрнере Çĕнĕ Шупашкар хулинче пурăнакан 79 çулхи хĕрарăм вилнĕ. Çав вăхăтрах унăн шала кайнă ытти чир пулнине те палăртнă.

Елчĕк районĕнче пурăнакансен те сисчĕвленмелли, шартах сикмелли сăлтав тупăнчĕ – 4 çын коронавируспа чирлĕ пулни çирĕпленнĕ.

…Юнкун, ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Алла Салаева ертсе пынипе хăрушă чире республикăна илсе килесрен хÿтĕленес енĕпе ĕçлекен оперативлă ушкăн членĕсем хутшăннипе йĕркелесе ирттернĕ «хĕрÿ линире» хальхи вăхăтшăн чи çивĕч самантсене сÿтсе явнă. Вĕсенчен пĕри – Мăнкун уявĕнче чиркÿсемпе кĕлĕ çурчĕсене вăхăтлăх хупма тивни. Турра хирĕçлени ан пултăрах. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Олег Николаев вара çынсем хăйсен тата ыттисен сывлăхне упрама, çакăншăн кашнийĕ тÿррĕнех яваплă пулнине ăнланма тăрăшманран çак утăма тума – çирĕп мерăсем йышăнма тивнине пĕлтернĕ. Мĕншĕн тесен, пĕлетпĕр, çак кун чиркÿсене халăх шăнăçайми нумай пухăнать. Çитменнине, вĕсенчен ытларахăшĕ – ватăсем. Çапла майпа вĕсен пĕр-пĕринпе çывăхран хутшăнма тивет. Ку чухне маскăсемпе хупланнинчен те усси сахал. Тепĕр тесен, коронавирус çамрăксене те хĕрхенмест.

Çакна официаллă майпа палăртнă: республика территорийĕнчи мĕнпур чиркÿре Мăнкун кĕлли хупă режимра иртет. Унта чиркÿсен настоятелĕсемпе пĕрле кунта ĕçлекен çынсем анчах хутшăнма пултараççĕ. Ыттисене чиркĕве пыма чарнă. Районти чиркÿсен настоятелĕсем ĕненекенсене Варнава Митрополит чĕнсе каланине шута илме, шăматкун каçхине тата вырсарникун ирхине килте кĕл тума ыйтаççĕ. Çакна пурте пĕр çын пек пулса йышăнсан тин усал чиртен хăтăлас шанăç пур.

Кăçалхи Мăнкун çĕрĕ, ытти çулсенчи пек, çамрăксем те ялтан-яла айăн-çийĕн автомашинăсемпе хĕвĕшеймĕç, çакна полици сотрудникĕсем çирĕп контроле илме тивĕçлĕ. Кирлĕ сăлтава пула кăна килтен автомашинăпа тухма пулĕ.

Вулакансене пĕлсе тăма: Шупашкарти Пукравпа Татиана чиркĕвĕсенчи Мăнкун кĕллине апрелĕн 18-мĕшĕнче 23 сехет те 30 минутра Чăваш наци телекуравĕпе тÿрĕ эфирта трансляцилеççĕ – ăна та килтен тухмасăрах курма пулать.

…Хĕрÿ лини ĕçне ЧР Сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Степанов, ЧР ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Алена Елизарова тата ыттисем те хутшăннă. Вĕсем халăха хумхантаракан чи çивĕч ыйтусем çине хуравланă. Нумай çынна вахта мелĕпе Мускава кайса-килсе çÿрекенсен шăпи шухăшлаттарать мар-и? Вĕсен тĕлĕшпе йĕркене тата çирĕплетме май çук-ши? Алла Салаева Мускавран таврăннисен, уйрăмах, самоизоляци режимне çирĕп пăхăнма кирлине – килĕсенчен ниçта тухмасăр лармаллине аса илтернĕ. Вĕсен, тĕрĕссипе, лавккана е аптекăна та тухма юрамасть. Мĕншĕн тесен çак çынсем ыттисене чирлеттерме пултарас хăрушлăх уйрăмах пысăк. Ашшĕ-амăшне ачисене дистанци мелĕпе вĕрентесси, патшалăх экзаменĕсене епле тытасси, предпринимательсене хăйсем патшалăхран мĕнле пулăшу илме пултарни… тата нумай ыйту пăшăрхантарать.

Коронавирус чирĕпе çыхăннă ыйту-хуравсемпе «Время помогать» сайтра та паллашма пулать.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code