Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чун-чĕре хушнипе

Чун-чĕре хушнипе

Елчĕк шкулĕнче онлайн мелĕпе «Вилĕмсĕр полк» акци старт илнĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн кĕрешнисен паттăрлăхне яланлăх асра хăварасси.

Томск хулинчи Сергей Лапенков, Сергей Колотовкин, Игорь Дмитриев журналистсен пуçарулăхĕпе тата сĕнĕвĕпе йăлана кĕртнĕ «Вилĕмсĕр полк» акцие йĕркелени пирĕншĕн кашнийĕншĕн, уйрăмах çамрăк ăрушăн, пысăк пĕлтерĕшлĕ.

– Тепри хистенипе мар, чун-чĕре ыйтнипе хутшăнаççĕ ачасем çак акцие. Çакă çитĕнекен ăрăва çĕршыв историйĕпе тĕплĕнрех паллашма, патриотизм туйăмне вăйлатма пулăшать, – тесе палăртать шкул директорĕ Лариса Васильева.

Е.ПЕТРОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăннă вĕренекенсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code