Апрелĕн 20-мĕшĕнче Раççейри донорсен наци кунĕ.
Донорсем хăйсен юнне парса урăх çыннăн пурнăçне çăлса хăварма, сывлăхне çирĕплетме пулăшаççĕ. Çак ырă юхăма хутшăнакансене хавхалантарас тĕллевпе халăхсем хушшинчи уява йĕркеленĕ те.
Çулталăкра икĕ е виçĕ хут хăйсен ирĕкĕпе юн паракансем наградăшăн çунмаççĕ. Вĕсем инкеке лекнĕ çынна пулăшассине тĕп тĕллев вырăнне хураççĕ.
Республикăри юн яракан станци васкавлă тата пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕ парас енĕпе ĕçлекен ертсе пыракан тĕп учреждени шутланать.
Чăваш Енре 4 пин ытла, çав шутра Елчĕк районĕнче 100 çын, «Раççей хисеплĕ донорĕ» пурăнать.