Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сунара тухма чарнă

Сунара тухма чарнă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев 2020 çулхи апрелĕн 15-мĕшĕнче 2020 çулхи апрелĕн 3-мĕшĕнче йышăннă 92 номерлĕ указне улшăнусем кĕртнĕ.

Чăваш Республикин территорийĕнче коронавирус инфекцийĕ сарăласран асăрхаттарса апрелĕн 15-мĕшĕнче йышăннă 108 номерлĕ указпа килĕшÿллĕн, сунарçăсен çуркуннехи тапхăра хатĕрленĕ пăшалсене авăрлассине тăхтама тивет.

Маларах, 2020 çулхи апрелĕн 2-мĕшĕнче ЧР çут çанталăк министерстви республикăри мĕн пур сунар хуçалăхĕнче кăçалхи çурхи сунарпа çыхăннă пур мероприятие те чарса хурасси пирки хыпарланăччĕ.

Çакăн евĕр хушăва 2020 çулхи мартăн 31-мĕшĕнче ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Воробьев алă пуснăччĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code