Понедельник, 22 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çурхи çанталăк çур ăслă

Çурхи çанталăк çур ăслă

тенĕ ĕлĕкех ватăсем. Кăçалхи лару-тăру шăпах çапларах килсе тухрĕ мар-и; Ака ĕçĕсене хĕрсе пурнăçланă вăхăтра, иртнĕ эрне варринчен тытăнсах, ĕретлĕ çанталăк курса пулмарĕ: вăхăтлăха уяртнă пек пулать те – юрпа хутăш çумăр çума тытăнать. Çакна кура кун-çĕр самаях сивĕ тăрать.

Ака ĕçĕсене пурнăçлама яланхи пекех хавхалануллă кăмăл-туйăмпа пикеннĕ «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕн уй-хирĕсенче те, çанталăк условийĕ кăларса тăратнă сăлтава пула, техника шавĕ самантлăха лăпланнă. Механизаторсен чун-чĕринче вара, пурпĕрех, лăпкă мар – пикеннĕ ĕçе вĕçлеме ĕлкĕрейменни канăç памасть вĕсене.

…Çанталăк пăсăличчен ял хуçалăх производство кооперативĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 270 гектар çинче акнă, акмалли те сахал мар – çуррине яхăн. Çак ĕçе пурнăçлама 2 агрегата çирĕплетнĕ. Механизаторсем – Валерий Сергеевпа Сергей Баймушкин – шанчăклă çынсем, вĕсем нумай çул тăван хуçалăхра вăй хураççĕ, ялан – малти ретре.

Ял хуçалăх предприятийĕнче пĕр çул ÿсекен курăксене 70 гектар акнă, унăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 254 гектар пулмалла.

Светлана АРХИПОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: «Рассвет» ЯХПКри уй-хир хуçисен хастарлăхĕ пысăк, ĕçе тухăçлă йĕркелеме çанталăкĕ анчах чăрмантарать

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code