Понедельник, 22 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Пайăрка витĕмне лекни – хăрушă

Пайăрка витĕмне лекни – хăрушă

1986 çулхи апрелĕн 26-мĕшĕнчи Украинăри Чернобыльти атомлă электростанцире энергоблок сирпĕннине лайăх пĕлетпĕр. 34 çул каялла 30 çухрăмлă территори радиоактивлă япаласемпе вараланнă. Ăна пула Раççейри 19 регион 60 пин çухрăм тăршшĕ тата 2,6 миллион çын шар курнă.

Атомлă объектсенчи техногенлă катастрофăсенче территорин ытларах пайĕ радионуклидсемпе сиенленет. Йод-131, цезий-134 тата 137, стронций-90 изотопсем пайăркасен çăлкуçĕсем пулса тăраççĕ. Вĕсем тусанлă çилпе, шывпа саланаççĕ, тăпрана пуçтарăнаççĕ. Çакна çынна радиаци пайăркисем витерни теççĕ. Унăн икĕ тĕсне палăртнă. Тул енчен – радиаци çынна инçетрен витĕм кÿрсе тумтир урлă çитет, е шалта /çакă чи хăрушши/ – радионуклидсем организма сывлăш е апат урлă лекеççĕ.

Ф.ВАСИЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code