Суббота, Сентябрь 19, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Алла усмалла мар – вĕренмелле

Алла усмалла мар – вĕренмелле

Улттăмĕш çул иртет Пĕтĕм Раççейри «100 баллов для победы» акци. Ăна вĕренÿпе наука сферин асăрхавĕн федераллă служби пуçарса янă.

Кăçал çĕршывра çĕнĕ коронавирус инфекцийĕ сарăлнă май акцие онлайн мелĕпе йĕркеленĕ. Унта иртнĕ вĕренÿ çулĕнче патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсенче 100 балл илнĕ выпускниксем кăçалхи вунпĕрмĕшсене хăйсен ырă сĕнÿ-канашĕсемпе паллаштараççĕ.

Кăçал районти шкулсенчен 89 ача вĕренсе тухать. Вĕсем хальхи вăхăтра дистанци мелĕпе килте вĕренеççĕ. Паллах, выпускниксен çăмăл мар тапхăр, вĕсене умри экзаменсем шухăшлаттараççĕ. Ку вăл çапла пулмалла та. Кашниех хăйĕн пурнăçĕнче ун витĕр тухать. Çавăнпа пирĕн, аслисен, выпускниксене шикленÿ туйăмĕсене хыçа хăварса, хăвăра шанса малалла тăрăшсах вĕренме, çирĕп тĕрĕслеве тĕплĕн хатĕрленме, 11 çул пухнă тарăн пĕлĕве çирĕппĕн кăтартма сĕнес килет. Малалла ăнтăлакан вĕренекене мĕнле мелпе пĕлÿ илни шухăшлаттармастех, вăл йывăрлăха çĕнтерме, малалла талпăнма ăсталăхпа хăюлăх çитеретех.

Иртнĕ çул Елчĕкри вăтам шкулти Екатерина Агеевăпа Артемий Филиппов патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсенче чи пысăк балл пуçтарнă. Катя вырăс чĕлхипе, Артем химипе 100 балл илнипе пĕрлех ытти предметсемпе те 96-98-шар балл пухма пултарнă. Шăпах çак пултаруллă çамрăксемпе телефонпа çыхăнтăмăр та. Вĕсем маларах асăннă Пĕтĕм Раççейри акцие хутшăннă. Мĕн сунаççĕ-ха вĕсем кăçалхи выпускниксене?

Екатерина АГЕЕВА, Мускаври Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университечĕн 1 курс студенчĕ:

– Эпир те, аслă шкулти студентсем, уйăх ытла ĕнтĕ килте вĕренетпĕр. Çакă вара мана пĕрре те хумхантармасть. Занятисенче ушкăнпа ларса вĕренетĕн-и е килте – маншăн пĕрех. Чи кирли – вĕренес кăмăл çĕкленсе тăни.

Дистанци мелĕпе пĕлÿ илни маншăн çĕнĕлĕх мар. Шкулта чухне патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене, предметсен олимпиадисене хатĕрленнĕ май интернет урлă тĕрлĕ курссене çырăннă. Епле те пулсан çĕннине ытларах та ытларах пĕлес килнĕ. Хальхи вăхăтра тавра курăма аталантарас, ăс-тăна çивĕчлетес тесен интернет урлă тĕрлĕ мелпе вĕренме пулни лайăх. Ÿркенмелле мар çеç.

Экзаменра 100 балл илес тесен аслă классенче пухнă пĕлÿ кăна çителĕксĕр, мĕн ачаран туптани вырăнлă. Çавăнпа та вырăс чĕлхине çÿллĕ шайра вĕрентнĕ Евгения Корнилова, Галина Морозова, Алина Кондратьева педагогсене пысăк тав сăмахĕ каласшăн. Выпускниксене вара умри экзаменсенче ăнăçу сунас килет. Ман шухăшпа, чи малтанах пăлханса ÿкмелле мар. Хумхансан: «Эпĕ нимĕн те туса ĕлкĕрейместĕп», – текен шухăшсем явăнма пултараççĕ пуçра. Кун пек чухне те хăраса ÿкмелле мар. Халĕ вара вăхăт пур-ха, сăнавлă экзаменсене туса пăхмалла, мĕн пĕлменнине тепĕр хут пăхса тухмалла. Кăçалхи экзаменсене Çĕнтерÿ кунне халаллани ытахальтен мар. Пирĕн мăн асаттесемпе кукаçисем вăрçă хирĕнче паттăррăн çапăçса пуçĕсене хунă – эпир вара /пирĕн те умра экзаменсем/ ППЭ тивĕçлипе тытаймастпăр-им; Тăрăшар. Çитĕнÿ хамăртан кăна килет. Пысăк балл пухсан çĕршывăн кирек хăш аслă вĕренÿ заведенийĕн алăкĕ те сирĕншĕн уçă. Тÿлевсĕрех вĕренетĕн. Эпĕ астронавт пулас ĕмĕтпе çунатланса вĕренетĕп. Умри экзаменсене çанă тавăрса хатĕрленетĕп.

Артемий ФИЛИППОВ, Мускаври Сеченев ячĕллĕ медицина университечĕн 1 курс студенчĕ:

– Ытти студентсем пекех эпĕ те килте ларса вĕренетĕп. Вĕренес кăмăл пулсан мĕнле мелпе вĕренни пысăк пĕлтерĕшлех мар. Самана таппипе тан утакан выпускник интернет уçлăхне алла илнĕ, çавăнпа та мĕн пĕлменнине ăса хывма пулать, кирлех пулсан вĕрентекенрен ыйтма та кая юлман. Пирĕн шкулта профессионал учительсем ĕçлеççĕ. Ял ачи-и вăл е тĕп хулара ÿснĕ – халĕ кирек камшăн та çул уçă. Тарăн пĕлÿллĕ, ăслă çамрăк – çĕршывăн пуласлăхĕ.

Экзаменсенчен шикленме кирлех мар, ытлашши йывăрах та мар вĕсем. Кĕнеке ытларах вуламалла, нумай пĕлес тесе ăнтăлмалла. Уйрăмах йывăр заданисене тепĕр хут пăхса тухмалла. Ăнланма, хатĕрленме вăхăт пур-ха, лайăха ĕмĕтленмелле. Алă усса лармалла мар.

Чи кирли – аслă классене çитичченех хăвна килĕшекен профессие суйласа илме пĕлни. Вара хăв юратакан предметсене интересленсе, кăсăкланса «шĕкĕлчетĕн» кăна. Çирĕп пулни, çине тăрса вĕренни кăна хамрăн ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме пулăшать. Эпир те пултарнă, эсир те пултаратăр. Ăнăçу сире, туссем!

В.КИРИЛЛОВА калаçнă.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code