ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем пĕлтернĕ тăрăх, кăçал районта 25 ача çуралнă. Ку кăтарту пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен нумайрах.
Çут тĕнчене килнĕ шăпăрлансенчен ытларахăшĕ арçын ачасем. Кăçал ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкĕсене Матвей, Михаил ят хума кăмăллани сисĕнет. Çавăн пекех сайра тĕл пулакан ятсем йышне Бажена, Амелия кĕнĕ.
Калас пулать, вилекенсен йышĕ çав-çавах пысăк. Кăçал 100 çын çĕре кĕнĕ, пĕлтĕрхи çак вăхăтра 104 çын куçĕсене хупнă.