Чăваш Республикинче коронавируса хирĕçле ĕçлекен штаб ларăвĕн иртнĕ эрнекун пулса иртнĕ канашлăвĕнче халăх ушкăнпа пулакан вырăнсене – масарсемпе чиркÿсенче пулассинчен май пур таран пăрăнма кирли çинчен çивĕч калаçу пынă. Хальхи вăхăтшăн çак ыйту калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пурин те сыхă пулмалла, пирĕн сывлăх хамăртан та нумай килет.