Ашшĕ вăрçа кайнă чухне çулталăкри Рифкат лайăх утма-чупма та вĕренсех çитеймен пулнă-ха. Апла пулин те 1943 çулхине вăл паттăрла çапăçса пуç хуни çинчен пĕлтерни унăн асĕнче юлнă: амăшĕпе тетĕшĕ те, кÿршĕ-аршăсем те татăлса йĕреççĕ. Пĕчĕк пÿрт тарăн хурлану çурчĕ пек. «Йăлама, енчи… – тенĕ пулать вăл амăш пичĕ тăрăх шăпăртатса анакан куççульне пĕчĕк аллисемпе шăлса. – Этим кайта инде ул…» Ачан аран-аран ăнланмалла каланă сассине илтсен сасартăк пурте самантлăха шăпланаççĕ. «Тен, Рифкат сăмахĕ тĕрĕсе килĕ; Тен, çыру çыраканни йăнăшнă…» – хăйсене хăйсем лăплантараççĕ пуç çĕклейми хурлăх йăтăнса аннă киле пухăннисем…
– Каçарăр та, Рифкат Сабирович, сирĕн ачалăхăрти çак пулăм пирки мана «Победа» колхозăн партком секретарĕ Петр Васильев /шел, вăл пирĕнтен уйрăлса кайни те самай ĕнтĕ/ каласа кăтартнăччĕ. Çавна хăвăр астăватăр-и?
– Усал хыпар илсен анне ахлатса йĕни паян та хăлхара. Вăл мана чĕрçи çине илсе ыталани те куç умĕнчех. Ытти тĕлĕкри пек кăна – хам та аннепе пĕрле йĕнĕрен мĕн каланине ăçтан астуса юлан; Анчах Петя тантăшпа манăн шăпа пĕр евĕрех пулнă. Пĕчĕклех колхозра ĕçлеме тытăннăран ирпе аслисемпе пĕрле тăрса уя тухнă. Манăн вара хăш-пĕр çулсенче ферма сыснисене пăхма та тивнĕ. Çав вăхăтрах ывăннипе тĕлĕрсе кайсан мĕнле те пулин сасă илтсен «Атте таврăнмарĕ-ши;» тесе сиксе тăраттăмăр. Çакăн пек чухне анне чĕтрекен сассипе: «Атте хăех килет» тесе ху каларăн вĕт», – тесе хушса хуратчĕ. Тен, çавна пулах анне мĕн виличченех мăшăрне, Мидхат тетепе иксĕмĕрĕн атте таврăнатех тесе кĕтсе пурăнчĕ. Унăн чĕри атте вăрçă хирне ĕмĕрлĕхех выртса юлнине ниепле те йышăнмарĕ.
Чăннипе илсен, иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче çуралнисен, «вăрçă ачисем» тесе ят панăскерсен, ачалăхĕ пулман та. Рифкатăн та. Çавна пула вăл, çитĕнсен кăна Шупашкарти рабочисене куçăмсăр майпа вĕрентекен вăтам шкула пĕтерсе, аллине аттестат илет.
– Çапах та сире районĕпех пуçаруллă, ĕçчен, пултаруллă ертÿçĕ-общественник пулнине пусăмлăн палăртаççĕ. Эсир политика ĕçĕнче те активлă. Паян та, çулпа сакăр теçетке пуçтаратăр пулсан та, çамрăксем пекех вашават, районта иртекен пĕр мероприятие те хутшăнмасăр юлмастăр…
– Ара, пурнăç хăех ялан çын хушшинче пулма вĕрентнĕ те. Анне мĕн пĕчĕкрен кирек мĕнле ĕçе те тĕплĕ тума, йышпа килĕштерсе пурăнма хăнăхтарнă. Тете тĕслĕхĕ те хавхалантарнă. Вăл, Уралти строительство институтĕнчен вĕренсе тухнăскер, вăрах вăхăт Хусанти пĕр предприятире ертсе пыракан специалист тата тĕп инженер-механик пулчĕ. Унăн вĕренÿри тата ĕçри ырă тĕслĕхĕ мана та яланах тĕрев парса пычĕ. Тăтăшах ĕçленĕ те, вĕреннĕ те. Шупашкарти партипе совет шкулĕ е КПСС обкомĕн марксизм-ленинизм университечĕ те активлă пулма хистенĕ.
Чăнах та, Рифкат тантăшĕсем те чылайăшĕ общество ĕçне тăтăшах хутшăннă. Анчах вăл хăйĕн çынлăхĕпе, пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пултарнипе ытларах палăрнă. Сăрьелти клуб заведующийĕнче чухне те, колхоз экономисчĕ пулсан та обществăлла ĕçе пуçаруллă хутшăнма ĕлкĕрнĕ. Ялти комсомолецсен пуçламăш организацине ертсе пынă вăхăтра та, темиçе çул партбюро секретарĕн тивĕçне чунтан пурнăçланă чухне те курăмлă ĕçсем пурнăçланă, хăй чăн-чăн йĕркелÿçĕ пулнине кăтартнă. 20 çула яхăн райпо тытăмĕнче /унта правлени председателĕ таранчченех ÿснĕ/ вăй хунă. Вăл вăхăтра районти халăх йышĕ хальхинчен икĕ хут ытлашшипех пулнине шута илсен, суту-илÿ ĕçĕ мĕн тери кăткăс та яваплă пулни каламасăрах паллă. Апла пулин те пирĕн райпо халăха таварпа тивĕçтерес енĕпе республикăра яланах малтисен йышĕнче пулнă. Çавна май Рифкат Сабирович пĕрре çеç мар Чăвашпотребсоюз тавне те, тĕрлĕ наградăна та тивĕçнĕ. Тăватă хутчен патшалăх суту-илĕвĕпе коопераци ĕçченĕсен съезчĕн делегатне суйлани те, «Раççей потребкоопераци отличникĕ» ятне пани те унăн пултарулăхĕпе пуçарулăхне çирĕплетеççĕ.
– Эсир пенсие тухни кĕçех çирĕм çул çитет. Пĕлетĕп, килте кичемленсе ларма вăхăт çук сирĕн. Çапах та епле вăй-хăват тупатăр çав-çавах обществăлла ĕçе пикенсе хутшăнма?
– Эпĕ районти ветерансен канашĕн президиумĕн членĕ вĕт. Таçта та çитмелле, такампа та курса калаçмалла, такама та ăшă сăмахпа е кăштах та пулин пурлăх енĕпе хавхалантармалла. Пĕлетĕп, тепри пулсан, президиум мĕн хушнине пурнăçлать те… канлĕ кăна килти ĕçпе аппаланать е кресло çине таянса телевизор пăхать. Анчах мана чун-чĕрене яланлăхах вырнаçнă асамлă туйăм хăй хистесе, хавхалантарса тăрать. Çав ырă, хама канăç кÿрекен пулăм виличченех канлĕх памасть пулĕ.
Сакăр теçетке пуçтаракан ветеран чăннине калани, хăйĕнле кăна хурав пани маншăн пĕрре те çĕнĕлĕх мар. Мĕншĕн тесен, вăл обществăлла тивĕçне пурнăçланă чухне хам та чылай чухне юнашарах пулнă. Тĕрлĕ юбилейсенче, савăнăçлă самантсенче. Калăпăр, темиçе çул каялла çĕршывĕпех паллă «Слава» колхоз механизаторĕпе, СССР Аслă Канашĕн депутатне суйланнă Алексей Дмитриевпа тĕл пулса калаçса ларни. Е Ленин ячĕллĕ колхоз механизаторĕн, Ленин орденĕн кавалерĕн Сергей Сосновăн 80 çуллăхĕнче, «Труд» ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçи Валерий Германовпа унăн мăшăрĕн Эльза Алексеевнан менелникне, Аслă Елчĕкри библиотекăра чылай çул кăтартуллă ĕçлесе «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ятне тивĕçнĕ Зинаида Карамаликован юбилейне пĕрле паллă туни…
Таçта çитсен те, кам патĕнче, ăçта пулсан та унăн ăшă сăмахĕпе çынлăхĕ кашнинчех лару-тăрăва тата та витĕмлĕх, кăмăллăх кÿни асра. Вăл районта иртекен нумай ырă ĕçсен техĕмне еплерех çĕклет тата; «Ачалăхшăн. Ачалăх ячĕпе» фонда укçа-тенкĕ е ытти парне хывни, ку чухне кĕнеке кăларакансене, халăха савăнтармалли курăмлă ĕç тăвакансене сăмахпа та, пурлăхпа та пулăшни… Пурне те каласа та, аса илсе те пĕтереймĕн. Тен, çавна пулах Рифкат Харисов тесен ватти-вĕтти таранчченех кăмăллăн аса илекенсем питех те йышлă.
Гельфия мăшăрĕпе 55 çул килĕштерсе пурăнакан, 4 ача çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнăскер, хăй те вăрçă ачисен йышĕнче пулнăран çамрăксен хушшинче патриотла воспитани парас ĕçе вĕçĕмсĕр витĕм кÿрсе пырать. Унăн ĕнентерÿллĕ çивĕч сăмахĕсем чылай шкулсенче вĕренекенсене çĕршыва чунтан парăнма, аслă ăрурисен тивĕçне çирĕп тытса пыма, çарта йĕркеллĕ те хăюллă пулса, салтак е офицер тивĕçне шанчăклăн пурнăçлама хавхалантараççĕ. Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекенсемпе иртнĕ тĕл пулура хăй вăхăтĕнче çĕршывĕпех палăрнă «Марс» колхозпа тĕлĕнмелле пултаруллă ертсе пынă Абдул Гаязов, ун ячĕпе Сăрьелĕнче хÿхĕм палăк тата аллея уçни çинчен каласа пани çамрăксене те, аслисене хăйсен умне çакăн пек ыйту лартма хистет: «Эпĕ Тăван çĕршыв тĕреклĕ, унăн никама пăхăнманлăхĕ çирĕп пултăр тесе хамран килнине пурне те тăватăп-и;»
– Маншăн Абдул Гаязов Совет Союзĕн Геройĕпе танах, – тет Рифкат Сабирович. – Унăн тылри паттăрлăхне шута илсе район центрĕнче Асăну палли – е бюстне, е Чыслăх хăми уçмалла.
Анатолий ТИМОФЕЕВ,
ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Валентин Урташ ячĕллĕ преми лауреачĕ.