Понедельник, 15 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çемьесене пулăшаççĕ

Çемьесене пулăшаççĕ

Раççей Президенчĕ Владимир Путин майăн 11-мĕшĕнче Раççей халăхне чĕнсе каланă сăмахĕсенче çемьесене тивекен тĕп пулăшусем пирки асăнчĕ.

Çывăх вăхăтра çĕршыври пур çемье те 16 тултарман кашни ачишĕн 10-шар пин тенкĕлĕх тÿлеве тивĕçĕ.

Аса илтеретпĕр, унсăр пуçне çемьери 3 çула çитичченхи мĕн пур ачашăн кашни уйăхра 5 пин тенкĕ тивет /апрельтен пуçласа июнь уйăхĕччен/. Июнĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса пурăнма кирлĕ 1Ÿ2 виçерен иртмен ĕç укçиллĕ тата сахал тупăшлă çемьесенче çитĕнекен 3 çултан пуçласа 7 çулчченхи ачасемшĕн малтанхи уйăхсемшĕн вăтамран 33000 пин, каярах кашни уйăхра 5-шер пин тÿлĕç. Çемьере ашшĕ е амăшĕ, е иккĕшĕ те ĕçсĕр тăрса юлнă пулсан, çул çитмен кашни ачашăн уйăхра 3-шер пин тÿлесе пырĕç /апрельтен пуçласа июньччен/. Уйăхсерен парăнакан ача укçин виçи те 2 хут ÿснĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code