Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Округра – пĕрремĕш

Округра – пĕрремĕш

Федерацин «Экологи» наци проектне кĕрекен «Вăрмансене упраса хăварасси» регион проектне пурнăçласа хальхи вăхăтра республикăн вăрман фондне пурĕ 465,4 гектар /кăçалхи планăн 97 проценчĕ/ симĕслентернĕ.

Çак кăтарту – федерацин Атăлçи округĕнче чи пысăкки. Вăрман учрежденийĕсенче ку енĕпе ĕçсем малалла пыраççĕ. Кăçал фонда 1038 гектар тавăрма палăртнă.

– Çурхи агротехника мероприятийĕсене тăпрара нÿрĕк çителĕклĕ чухне пурнăçларăмăр, – тесе пĕлтернĕ ЧР çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Воробьев. – Унсăр пуçне, 17,6 гектар /83 процент/ лаптăкра йывăç лартса çитĕнтерес тĕллевпе тĕрлĕ ĕç тума пултартăмăр – 519 гектар /57 процент/ çине культурăсен лаптăкне хунавсем хушса лартрăмăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code