Пятница, 1 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пулăшу кÿрĕç

Пулăшу кÿрĕç

Майăн 11-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Правительство членĕсемпе, регион пуçлăхĕсемпе, федераци ведомствин ертÿçисемпе онлайн мелĕпе ирттернĕ канашлура пĕр харăс темиçе ыйтăва татса панă.

Коронавируса пула ĕçлемесĕр тăма тивнĕ тапхăрта шар курма тивнĕ предприятисене ĕçченсене шалу тÿлеме çăмăллăхлă кредит /2 процент/ пама йышăннă. Ăна 2021 çулхи апрель уйăхĕччен тÿлесе татмалла. Енчен те предприяти çак вăхăтчен предприятире ĕçлекенсен 90 процентне сыхласа хăварайнă пулсан, кредитăн пĕтĕм суммине тата процент ставкине патшалăх саплаштарать. Çак хисеп 80 процент шайĕнче пулсан – суммăсен çур пайне.

2020 çулхи иккĕмĕш кварталта тÿлемелли пĕтĕм налуксемпе страхлав тÿлевĕсене хывмĕç.

Хăйсем тĕллĕн ĕçлекенсене 2019 çулта тÿленĕ налуксемшĕн укçине каялла тавăрса параççĕ. Çавăн пекех вĕсене чи пĕчĕк ĕç укçипе танлашакан /пĕр МРОТ чухлĕ/ налук капиталĕ уйăрса параççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code