Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тунтикунран – кан та кул

Тунтикунран – кан та кул

Çĕршывра çĕнĕ коронавирус инфекцийĕ анлă сарăлса пынă май, ачасемпе педагогсен сывлăхне упрас тĕллевпе эпидемиологи лару-тăрăвне шута илсе Раççейри вĕренÿ тытăмĕнче улшăнусем тума хистенĕ.

Раççей Вĕренÿ министерстви çапла йышăннă: 9 класс пĕтерекенсем валли вырăс чĕлхипе тата математикăпа обязательнăй майпа тытакан экзаменсене ирттермелле мар. Аттестата вĕренÿ çулĕнчи пĕтĕмлетÿ паллисем лартăнаççĕ.

Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене ирттерес сроксене улшăнусем кĕртсе маларах палăртнă июнĕн 8-мĕшĕнчен каярахри тапхăра куçарнă. ППЭ хăçан пуçланассине çитес вăхăтра палăртаççĕ.

Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене ирттерес формата та улшăнусем кĕртнĕ: экзаменсене аслă шкулсене вĕренме каяс текенсене çеç тыттарĕç. Ытти выпускниксем валли вырăс чĕлхипе тата математикăпа обязательнăй майпа тытмалли экзаменсене ирттерме планламан.

Çавăн пекех майăн 18-мĕшĕнчен 1-8-мĕш классенче вĕренекенсен çуллахи каникулĕ пуçланать. 9-11 классенче вĕренекенсен вĕренÿ çулĕ шкулсенче маларах çирĕплетнĕ календарьти вĕренÿ графикĕпе килĕшÿллĕн, майăн 25-30-мĕшĕсенче вĕçленет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code