Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кĕнекере – паттăрсен ячĕсем

Кĕнекере – паттăрсен ячĕсем

Аслă Çĕнтерÿ кунĕ умĕн «Елчĕк ен» хаçатра чылай çул яваплă секретарьте, тĕп редакторта ĕçленĕ Николай Алексеевăн «Тĕмер ялĕн салтакĕсем» черетлĕ кĕнеки кун çути курчĕ.

Унта 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă тата вăрçăран таврăннă 244 салтак çинчен çырса кăтартнă. Çак ĕçре вăл чи малтанах Раççей Федерацийĕн Оборона министерствин кирек кам та паллашма пултаракан «Память народа», «Подвиг народа», ОБД «Мемориал» сайтсенче вырнаçтарнă, Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсен пайĕнче упранакан документсемпе, вăрçă участникĕсен çар билечĕсемпе, награда хучĕсемпе анлăн усă курнă. Кĕнекене çавăн пекех вăрçă участникĕсем, вăрçă вăхăтĕнчи тыл ĕçченĕсем çинчен çырнă статьясем, вăрçă ачисен аса илĕвĕсем кĕнĕ. Çапла кашни салтак çинчен вăл хăçан тата ăçтан çара кайнине, хăш фронтпа арминче, дивизипе полкра çапăçнине, мĕнле наградăсене тивĕçнине, аманнине е контузи илнине, çĕршыв ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн çапăçса ăçта пуçне хунине, ăçта пытарнине, вăрçă хыççăнхи ĕç-хĕлне çырса кăтартма тăрăшнă. Çапах та вăрçă вутне кĕнĕ чылай салтакăн докуменчĕсем çар архивĕсенче упранса юлман, салтаксен халĕ пурăнакан ачисемпе мăнукĕсем ашшĕн, аслашшĕ-кукашшĕн кун-çулĕ çинчен сахал пĕлеççĕ.

– Кĕнекере вăрçă вăхăтĕнче хыпарсăр çухалнă салтаксен йышĕ пысăк. Вĕсем ытларах 1941-1942 çулсенче пулнă. Çакна çапла ăнлантарса пама пулать: вăрçăн пĕрремĕш тата иккĕмĕш çулĕсенче Хĕрлĕ Çар каялла чакса пынă, дивизисемпе армисем анчах мар, фронтсем тăшман аллине çакланнă. Нумай салтак çапăçусенче пуçĕсене хунă, тыткăна лекнĕ. Çавна май хамăрăннисемех чылай документа тăшман аллине парас мар тесе пĕтерсе пыма тăрăшнă. Тĕмерте çуралса ÿснĕ 100-е яхăн çынна вăрçă вăхăтĕнче Мускавран кăна мар, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче ĕçленĕ тата пурăннă вăхăтра çапăçакан çара илнĕ. Хăшĕ-пĕри çĕнтерÿ хыççăн тăван яла таврăнман. Вĕсене хăй вăхăтĕнче Елчĕкри çар комиссариатĕнче те, ялта та шута илмессе пултарнă. Çапла майпа хăш-пĕр çар çынни çинчен питĕ сахал пĕлетпĕр, е пачах та пĕлместпĕр, – палăртать Н.Алексеев.

Çак кĕнеке Тĕмер ялĕн халăхĕшĕн анчах мар, район çыннисемшĕн те пысăк пуянлăх. Унпа тĕплĕн паллашни хыпарсăр çухалнă тăванĕсене шыракан кашни çыншăн усăллă пулĕ.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code