Суббота, 15 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Асăрхануллă пулăр

Асăрхануллă пулăр

Самоизоляци режимĕ вăхăтĕнче çуртра е хваттерте газ плити «хĕрсе кайсах» ĕçлет: пурте килте пулнăран апата та унчченхинчен ытларах тата тăтăшрах пĕçерме тивет, ачасем те хăйсем тĕллĕн газ плитипе усă кураççĕ. Çавăнпа та çак вăхăтра çут çанталăк газĕпе усă курнă чухне йĕркене уйрăмах çирĕп пăхăнмалла.

Газ хуранĕ автоматика йĕркипе ĕçлет. Апла пулсан та вентиляци каналĕсемпе тĕтĕм тухмалли çулсем таса пулмаллине асра тытмалла, форточкăна уçă тытмалла. Пÿлĕме сывлăш килекен çулсене хупласа лартмалла мар.

Газ плитипе усă курнă хыççăн ăна йĕркеллĕ сÿнтермелле. Пĕçернĕ вăхăтра апат «тухса тарма» пултарать пулсан, ăна асăрхаса тăмалла.

Газ приборĕпе усă курнă хыççăн крана хупмалла. Газ хуранĕпе плити вырнаçнă пÿлĕмсенче çывăрмалли пÿлĕм йĕркелеме юрамасть.

Шкул çулне çитмен ачасене, харпăр хăй ĕçĕсене контрольлеме пултарайман çынсене тата газ приборĕпе усă курма пĕлменнисене унпа усă курма чармалла.

Сĕтел-пукана газ плитинчен е газ хуранĕнчен 10 сантиметртан çывăха вырнаçтарма юрамасть.

Газ çунакан пÿлĕмре электричествăпа тивĕçтерекен тытăм, вентиляци юсавлă пулмалла.

Газ хуранне, плитине улăштарнă чухне те, пÿлĕмре газ шăрши тухнине сиссен те специалистсене чĕнмелле. Ĕçе харпăр хăй тĕллĕн туса ирттермелле мар.

Газ хуранĕпе плити вырнаçтарнă пÿлĕме кĕрсен малтан газ шăрши пуррипе çуккине тĕрĕслемелле. Газ шăрши пулсан чи малтанах форточкăсене, алăка уçмалла. Унта шăрпăк е зажигалка чĕртмелле мар, электричество приборĕсемпе лампочкисене ĕçлеттермелле мар.

Специалистсене 04 номерпе шăнкăравласа чĕнмелле, мобильлĕ телефонран – 104 е112 номерсемпе.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code