Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче «Земство тухтăрĕ» тата «Земство фельдшерĕ» программăсене хутшăнакансене пĕр хутчен укçа парса тивĕçтермелли çинчен калакан документа тишкерсе тухнă.
Тухтăрсене 1,5 млн тенкĕ парса хавхалантарма йышăннă, фельдшерсене – 750 пин тенкĕ. Унччен «Земство тухтăрĕ» тата «Земство фельдшерĕ» программăна хутшăнакансене 1 млн тенкĕ тата 500 пин тенкĕ тÿлеме палăртнăччĕ. Пулăшăва 2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн инçетре вырнаçнă ялсене ĕçлеме килнĕ тухтăрсемпе фельдшерсене параççĕ. Аякрисен реестрне республикăри 232 ял кĕнĕ.