Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕмĕрĕпех хаçатра

Ĕмĕрĕпех хаçатра

«Елчĕк ен» хаçат редакцийĕпе пурнăçне çыхăнтарнă çынсенчен пĕри – Иван Павлович Иноходов. Вăл район хаçачĕпе паян та тачă çыхăнура: статьясем çырсан тата сăн ÿкерчĕксем хатĕрлесен пĕрле ĕçленисемпе курса калаçма редакцине час-часах кĕрсе тухать.

Иван Иноходов 1945 çулта Аслă Пăла Тимеш ялĕнче çуралнă. Çырас туртăм çамрăкранах вăй илнĕ унра.

– Пурнăçри пĕрремĕш заметка «Çамрăк коммунист» хаçатра пичетленчĕ. Унта эпĕ вĕренекенсем йывăç лартни пирки çырса кăтартнăччĕ. Çакă мана хавхалантарчĕ, туртăма тата та ÿстерчĕ, – аса илет Иван Павлович.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче вăл çырнă хайлавсем хаçатсенче кун çути курсах тăраççĕ. Елчĕк, Шăмăршă, Комсомольски, Патăрьел районĕсенчи халăх валли Патăрьелĕнче тухса тăнă «Авангард» хаçата уйрăмах час-час çырнă вăл. Пĕр вăхăтрах шкулти «Пĕлÿре – вăй» хаçатăн редакторĕ те пулнă. Активлă ялкор 1964 çулта Патăрьел производство управленийĕн партком бюровĕн тата райсовет ĕçтăвкомĕн Хисеп хутне тивĕçет.

Хаçат çĕнĕрен районта тухса тăма пуçласан 11-мĕш класс та пĕтерсе ĕлкĕреймен Ивана редакцине корректорта ĕçлеме чĕнсе илеççĕ. Пĕр вăхăтрах экзаменсем тытса алла аттестат илет çамрăк. Малтанхи кунранах пичет ĕçне активлă парăннăскер вăтам шкул пĕтерсен И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче куçăмсăр майпа пĕлÿ илет.

– Хаçатра ĕçленĕ вăхăтрах мана пĕрле ĕçлекенсем салтака ăсатрĕç, 2 çултан кĕтсе илчĕç, – сăмахне малалла тăсать И.Иноходов.

Яваплăха çирĕп туякан ĕçчен корректор пулса ĕçлеме вырнаçать те хаçата, каярах картлашка тăрăх çÿлелле хăпарсах пырать: литература сотрудникĕн, ял хуçалăх пайĕн заведующийĕн, аслă литература сотрудникĕн, вырăнти радиовещанин корреспондент-организаторĕн, КПСС райкомĕн пропагандăпа агитаци пайĕн инструкторĕн, çырусемпе ĕçлекен пай заведующийĕн, редактор çумĕн, редактор тивĕçĕсене пурнăçлать.

Çулсем иртнĕ май унăн тавра курăмĕ анлăлансах пырать. Пултаруллă журналист 11 кĕнеке кăларать. «Елчĕк район хаçачĕн кĕске энциклопедийĕ» икĕ кăларăмлă кĕнекешĕн вăл «Чăваш Республикин хисеплĕ тавра пĕлÿçи» ята тивĕçет. «Елчĕк ен» хаçат вара Н.Бичурин ячĕллĕ преми лауреачĕ пулса тăрать. «Сирĕн ят вилĕмсĕр. Политика репрессийĕсенче шар-терт тÿснисен астăвăм кĕнекишĕн» Тинехпи ячĕллĕ диплома тивĕçет.

Пичет ветеранĕн Хисеп хучĕсемпе дипломсен шучĕ те çук. Чăваш Республикин Пичетпе информаци патшалăх комитечĕн тата культура работникĕсен профсоюз рескомĕн, КПСС обкомĕпе Чăваш АССР Министрсен Совечĕн, ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисене, «Ĕç ветеранĕ» медале, РФ патшалăх статистика комитечĕн «2002 çулта Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне ирттерме активлă хутшăннăшăн» паллăна тивĕçни унăн пултарулăхĕ пысăк пулнине çирĕплетеççĕ. Общество ĕçне те яланах хастар хутшăннă вăл: икĕ хутчен ВЛКСМ Елчĕк райкомĕн бюро членне суйланнă, районти кĕнеке юратакансен пĕрлĕхне 10 çул, редакципе типографири партипе профсоюз организацийĕсене чылай çул ертсе пынă.

2005 çултанпа тивĕçлĕ канура И.Иноходов. Пенси çулĕсенче пулнине пăхмасăр кĕнекесем кăларма – чун апачĕпе пурăнма хал çитерет вăл. Ĕмĕрĕпех яваплă должноçра вăй хунă тăрăшуллă журналист халăх хушшинче пысăк хисепре.

Е.ПЕТРОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: И.Иноходов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code