Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ачалăхсăр

Ачалăхсăр

Пире ачалăх ачалла пăхмарĕ,
Аюй, тесе шăлмарĕ çав пуçран.
Ун чух ылханлă вăрçă вут-кăварĕ
Çатăртатса çунатчĕ анăçра.
Пит çамрăклах эпир нумай терт курнă,
Ачалăха çухатнă тăлăхсем.
Ачасенчен пире тетте-и? Юлнă
çурла, тăпачĕ, ут хатĕрĕсем.
Çапла, фашизм пилсĕр каснă, пăвнă,
Сивлеккĕн кулнă ман ачалăхран.
Анчах эпир аттесене-мĕн хывнă:
Пуçа усман чи йывăр вăхăтра.
                           Петр МАЛЬЦЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code