Чăваш Енре наци проекчĕсене пурнăçа кĕртме çулталăк пуçланнăранпа 1 миллиард та 575,5 миллион тенкĕ хывнă.
Юлашки январь-апрель уйăхĕсенче республикăра наци проекчĕсене пурнăçлама çулталăк валли уйăрнă нухратăн 14 проценчĕпе усă курнă. Çак кăтарту, иртнĕ çулхи асăннă тапхăрпа танлаштарсан, 4 процент ытларах. Кун пирки финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Ноздряков пĕлтернĕ.